АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни хыççăн - аслă типĕ

22 февраля 2017 г.

 Кăçал Мăнкун типпи хăçан пуçланать-ши?

(Çыруран).

Çăварнийĕн эрни, ай, пĕр эрне,

Мĕншĕн ик-виç эрне, ай, пулман-ши?

(Халăх юрринчен).

Çăварни - авалтанах пыракан уяв. Нумай турра пуç çапса пурăннă чух чăвашсен çуркуннепе хĕллехи хĕвел тăнă вăхăтра чỹк ирттерес йăла пулнă, вăл икĕ эрне тăсăлнă тата, тĕслĕхрен, кăçалхи пек февралĕн 20-мĕшĕнчех пулман, пуш уйăхне килнĕ. Асатте-асаннесем çак уявпа пĕрле çуркуннене кĕтсе илме ĕмĕтленнĕ, юрласа-ташласан ỹт-пỹ те вăранать тесе шаннă. Анчах та каярах, Руç халăхĕ тĕне кĕрсен, православи тĕнне тытса пурăнакансем халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас шутпа, çак уява упраса хăварнă. Анчах та ăна халь Мăнкун типпине кĕриччен пĕр эрне маларах ирттереççĕ. Паллах, çак уявпа чăн тĕнĕн нимĕнле çыхăну та çук.

Кăçал Мăнкун типпи февралĕн 27-мĕшĕнче пуçланать те 40 куна пырса апрелĕн 15-мĕшĕнче тухать. Аслă çăварни февралĕн 19-мĕшĕнче пулчĕ, кĕçĕн çăварни вара - февралĕн 27-мĕшĕнче.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика