22 февраля 2017 г.
Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ умĕн юратнă ялăмра пултăм. Атте-анне килне иккĕмĕш сыпăкри Вася пичче пăхса тăрать. Пилĕк пĕртăван ырă-сывă çитĕнсе хăçан та пулсан тăван кил хупăнасса тĕлĕкре те тĕлленмен. Атте чылай маларах çĕре кĕнĕрен, юлашки çулсенче анне пĕчченех пурăнатчĕ унта. Анне вилни те çулталăк иртрĕ. Тăван килте упранакан кивĕ сăн ỹкерчĕксене пăхса ларнă май сисмесĕрех асаилỹ çăмхи ăшне путатăп. Кивĕ альбомра аттен, Алексей Владимирович Смирновăн, шăллăмсен, Геннадипе Владимирăн, салтак тумĕсемпе тунă сăнỹкерчĕкĕсем. Çемьере виçĕ арçын, виççĕшĕ те салтак ретне тăнă. Унтан Нĕркеçри сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕр класра вĕреннĕ тус-тантăшсем куç умне тухса тăчĕç. 32-ĕн вĕренеттĕмĕр Нĕркеçпе Янкасси ачисем. Вĕсенчен ялта сахалăн юлнă. Ыттисем тĕрлĕ çĕре саланнă. Арçынсен уявĕ тĕлне пĕр класра вĕреннĕ каччăсене ятран аса илесех килчĕ. Вова Волков, Миша Кузнецов, Коля Краснов, Ванюш Андреев, Леша Голунов, Славик Гладков, Саша Кузнецов, Коля Чернов, Олег Иванов, Валери Краснов, Толик Чумаков, Вася Краснов СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕнче службăра пулнă. Тĕрлĕ çар чаçĕсенче тăрсан та хăйсене ỹт-пỹ енчен пиçĕхнипе, спортпа туслă пулнипе палăрнă. Хамăр ялсен, ашшĕсен, ĕнерхи салтаксен, ятне яман. Питĕ шел, паян вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн хушăра çук. Сашăн, Лешăн, Ванюшăн кун-çулĕ пит кĕске пулчĕ.
Юлташсем чăн-чăн арçынсем çитĕннинче, паллах, вĕсен ашшĕ-амăшĕн çирĕп воспитанийĕ калама çук пысăк. Эпир çамрăк чухне салтака кайман каччăсене юратман, хисеплемен. Чăн-чăн арçын кăна çар службинче пиçĕхет. "Салтака та каяйман, вир пăтти те çиеймен...", - тесе витлесе такмаклатчĕç вара ыттисене. Вĕсем те çартан тарса çỹремен, сăлтавĕсем çапларах килсе тухнă.
Йĕкĕтсене Совет Çарне чыслăн, клубра савăнăçлă лару-тăрура ăсататтăмăр. Малтанах вĕсене унăн ялти мĕнпур тăванĕ харпăр хăй килне чĕнсе хăналатчĕ, питшăлли парнелетчĕ, пиллесе çул çине укçа-тенкĕ паратчĕ. Çамрăксем урам тăрăх салтак юрри юрласа çỹретчĕç. Чылай чухне лаша кỹлсех. Салтака каякан йĕкĕт мăйĕнче - пĕр чăмăра çыхнă вун-вун хĕр тутăрĕ. Урампа иртсе пынă чух çав тутăрсемпе сулласа вĕлкĕштерни чун-чĕрене пăлхататчĕ. "Ырă та сывă таврăнăр тăван яла", - тетчĕ ял-йыш. Ытла та хурлăхлăччĕ салтак юрри. Пирĕн вăхăтри яш-кĕрĕм юрлама лайăх пĕлнĕ ăна. Купăсçи те пĕрле вĕреннĕ Саша Кузнецовчĕ.
Тата каччăсен çирĕплĕхĕ, çивĕчлĕхĕ, спортпа туслă пулни, Тăван çĕршывшăн патриот пулас тесе ăнтăлни пирĕн класс ертỹçи Алексей Федорович Волков пулнинчен те нумай килнĕ. Вăл физкультура урокне ертсе пынăран класра спорта юратман вĕренекен пулнине астумастăп. Кирек мĕнле ăмăртура та çивĕч те йăрăччĕ эпир. Астăватăп-ха, те çиччĕмĕш, те саккăрмăш класра вĕренеттĕмĕр, февралĕн 23-мĕшĕнче салтак çĕлĕкĕ, шăлаварĕ, фуфайка тăхăнса, çие салтак пиçиххийĕ çыхса юрă шăрантарса Комсомольскинчи уяв парадне хутшăнтăмăр. Района кайма эпир хамăр шкулти па-радра стройпа утса çĕнтерсе тивĕçрĕмĕр. Районта та кайрисем пулман. Хамăра чăн-чăн патриот пек туйнă. Чи пахи вара - пирĕн чун-чĕре хамăр çуралса ỹснĕ тăван кĕтесе, Тăван çĕршыва юратни, ăна сыхлама яланах хатĕр пулни.
Афганистан, Афганистан... Нихçан тухмастăн эс асран...
Пĕрле вĕреннĕ Михаил Кузнецовăн салтак шăпи çăмăл килмен. Шăпах ун кун-çулĕпе паллаштарас кăмăлăм пур. Вăл пирĕншĕн, пĕрле вĕреннисемшĕн кăна мар, çамрăксемпе аслисемшĕн те, паянхи шкул ачисемшĕн те, ялти чăн-чăн паттăр.
Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн çичĕ хĕрпе çичĕ каччă Çĕнĕ Кипеç шкулне утрăмăр. Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Алла аттестат илсен çĕршывăн тĕрлĕ кĕтеснелле салантăмăр. Чылайăшĕ хулана вĕренме кайрĕ. Миша вара, саккăрмĕш класрах гитара калама вĕреннĕскер, ялти "Радуга" вокалпа инструмент ансамблĕнче выляканскер, культура çуртне художество руководительне вырнаçрĕ. Культура ĕçĕ уншăн яланах çывăхчĕ. Мĕнле кăна мероприяти иртместчĕ пулĕ? Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче яш-кĕрĕмпе хĕрупраç клубран тухма пĕлмен.
Худрукра çулталăк ĕçленĕ вăхăтра Михаил салтака кайма повестка илнĕ. Яш-кĕрĕм хăйсен çывăх тус-юлташне савăнăçлă лару-тăрура ăсатнă.
1982 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Михаил Кузнецов Канашри çар комиссариатне çитнĕ. Виççĕмĕш кунне çĕрле чăваш каччисене поездпа Хусана илсе кайнă. Унтан пуйăс кăнтăралла вĕçтернĕ. Туркмени чиккинче çамрăк салтак-пограничниксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Унтан тин салтак атти тăхăннă çамрăксем Иран чиккинче заставăра тăнă. Нумай та вăхăт иртмен, ятарлă уйрăмран килсе çамрăксене Афганистана илсе кайнă. Интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă Михаил Петрович вăрçă тути-масине хăй çинче астивнĕ. Çав 18 уйăха нихăçан та асран кăлараймасть. Темле çирĕп кăмăллă пулсан та куççулĕсем хăйсемех пăчăртанса тухаççĕ унăн. Афган вăрçи пирки ытлашши сăмах вакласшăн мар вăл.
- Пире унти вăрçăра пулнине вăрттăнлăхра тытма хушнă. Паян та приказ хăлхарах янăрать, - тет вăл.Нĕркеç каччи Афган халăхне душмансенчен хỹтĕленĕ. Хăрушлăх совет салтакĕсене кашни утăмрах сыхласа тăнă - çавăнпа автомата алăран яман, йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне пулăшса тăнă. Вăрçăра пурпĕрех сыхланса пĕтерейместĕн - ура айĕнче мина çурăлнине, юлташĕсем аманса юн юхтарса выртнине, çамрăклах куçне хупнине пĕрре мар курнă. Тăшман ункине те темиçе çакланнă, телее, кашнинчех чĕрĕ-сывă тухнă. Шăпи упранă пирĕн юлташăмăра. Унăн Чăваш Ене юлташĕсене пытарма килме те тивнĕ. Канаш каччисен ашшĕ-амăшĕн сăнарĕ куç умне тухса тăрать, мĕнле чăтнă вĕсем йывăр хуйха? Пурнăç мĕнне пĕлсе те çитеймен яшсен ашшĕ-амăшĕн чĕри ывăлĕ цинк тупăкра выртнине курса мĕнле çурăлса кайман тульккĕш? Сăмах май каласа хăварам, Афган вăрçинче пуçне хунă юлташĕсен çемйисене манмасть Миша. Май тупăнсанах вĕсем патне çитсе килет.
- Пĕринче çыру çырса ларатăп. Çур листа та çырса ĕлкĕрейменччĕ - хăрушă взрывсем пĕрин хыççăн тепри кĕрĕслетме пуçларĕç. Мина çине мина çурăлать. Алăк патĕнче вун-вун салтак вилли выртать. Виçĕ кун хушши тăчĕ шăн-шан, тăн-тăн, - пĕлтерет Михаил. - Ун пекки кашни кун тенĕ пекехчĕ.
Тем çỹллĕш тусем тăррине çĕрлехи сĕм-тĕттĕмре, тăшман курман чухне, çапăçу хатĕрĕсем тултарнă йывăр кутамккасемпе 7-8 сехет хăпарни, шăрăх нушалантарни, тăвар çукки... темĕн те тỹснĕ, темĕн те курнă.
Çĕнĕ çула виçĕ хутчен çарта кĕтсе илнĕ М.Кузнецов.
- Эпир, ют çĕршыври йăла-йĕркепе лару-тăрăва, унти саккунсене пĕлейменскерсем, Афганистанра сахал мар нуша, çухату куртăмăр пулсан та, пуç усмарăмăр, правительство хушăвне çирĕп пурнăçларăмăр. Чуна кĕрсе вырнаçнă патриотлăх, юлашки чĕлĕ çăкăра, сыпкăм шыва юлташсемпе пайлани, пурнăçа шеллемесĕр туссене çулăмран илсе тухни пире вăй-хăват парса тăчĕç, - тет Михаил Петрович.
Тăванĕсене Афганистанра службăра тăнине пĕлтермен салтак. Çывăх юлташне, Василие, çырура кăштах систернĕ çеç. Вăл вара ялтисене хыпарламасăр тăма пултарайман, паллах. Амăшĕпе пĕртăванĕсем, юлташĕсем уншăн кĕлĕ тунă.
Михаил Кузнецовăн кăкăрне вăрçăри паттăрлăхшăн панă медальсемпе юбилей медалĕсем илем кỹреççĕ. Уявсенче тăхăнать вăл çар тумне.
1985 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче Миша тăван яла таврăнать. Ялти çамрăксемпе тỹрех Алексан-дровка ялне мини-футболла выляма кайнă. Хăçантанпа мечĕк тапса курман вăл? Питĕ тунсăхласа çитнĕ. Салтака кайиччен тăван колхозăн футбол командинче тăнă. Унтанпа спортран самантлăха та уйрăлман. Хĕлле хоккейла, çулла футболла выляса Нĕркеçсем районта палăраççĕ. Паян та çаплах. Михаил - "Гигант" командăн членĕ.
Михаил Петрович пуçаруллă пулнăран кашни çулах Нĕркеçре районти афганецсене халалласа хоккей ăмăртăвĕ йĕркелеççĕ. Çак кун афганецсем чи малтанах шкул ачисемпе тĕл пулса Çĕршыв хỹтĕлевçин пархатарлă ячĕ пирки калаçаççĕ, йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтараççĕ. Кăçал Миша, Афган вăрçинчен хамăр çарсене илсе тухнăранпа 28 çул çитнĕ май, культура çуртĕнче тем анлăш стенд хатĕрлерĕ. Унта Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи афганецсен, ылханлă вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсен кашнийĕн ячĕ пур.
Йывăрлăх мĕнне пĕлмест
Çар тумне хывнă хыççăнах Михаил хăйне ял хуçалăхĕнче тĕрĕслесе пăхрĕ. Комсомолец комбайн штурвалне тытрĕ, гусеницăллă тракторпа суха турĕ, анчах хăйне культура ĕçĕнчех курчĕ. Май уйăхĕнче ялти культура çуртĕнче художество руководительне вырнаçрĕ. Ял çамрăкĕсемпе пĕр чĕлхе тупакан каччă мероприяти хыççăн мероприяти йĕркелетчĕ, концерт хыççăн концерт куратчĕ ял çынни.
Мал ĕмĕтне пурнăçласа Михаил Канашри педагогика училищинче кĕçĕн классен учителĕн дипломне илсен шкула вырнаçрĕ. Ачасене юратакан çамрăк педагог тăван ен культури, рисовани, ОБЖ предмечĕсене ертсе пычĕ. Ун чухнехи шкул директорĕ В.Максимов Михаил Петрович вĕрентекен ачасем тавра курăмĕпе, ăсталăхĕпе палăрнине, "Орленок" çарпа спорт вăййинче районта пĕрре мар малта пынине пĕлтерчĕ. Учительте 18 çул стаж пуçтарнă Михаил Петрович куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлỹ илнĕ.
2012 çулхи май уйăхĕнче педагог культура ĕçне кỹлĕннĕ. Нĕркеçри информаципе культура центрĕн директорĕнче, паян вара культура çурчĕн заведующийĕнче тăрăшать. Кунта тĕрлĕ кружок ĕçлет. Арçынсен "Убойная сила" ушкăнне районта кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Календарьти кашни уява туллин те савăнăçлă уявлаççĕ. Юрра-ташша маçтăр çын ватăлмасть, ырă çынна юрлани те килĕшет теççĕ. Ялти фольклор ушкăнĕ районти тĕрлĕ фестивальсенче хăйĕн пултарулăхĕпе тыкăнлать.
Михаил Петрович Янкасси хĕрне - Лариса Алексеевăна качча илнĕ. Лариса Леонидовна шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Туслă та юратуллă çемьере икĕ ача ỹссе çитĕннĕ. Ачисем, Леонидпа Анастасия, аслă пĕлỹ илсе Мускавра ĕçе вырнаçнă.
- Афганистан хыççăн йывăрлăх мĕнне пĕлместĕп эпĕ. Мирлĕ пурнăç тăтăр тĕнчере. Телей вăл - пурнăç, сана ăнланакан мăшăр, çемье, - тет Михаил Петрович хăйĕн шăпине ỹпкелешмесĕр.
В.КИРИЛЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"