АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енри аграрисем 2016 çула пĕтĕмлетрĕç

22 февраля 2017 г.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн, республикăри продовольстви рынокĕнчи лару-тăрăва тĕрĕслекен правительство комиссийĕн тата Ял хуçалăх министерствин пĕрлехи анлă ларăвĕ иртрĕ.

2016 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тухса калаçрĕ. Вăл Чăваш Енри аграрисем епле ĕçлени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртса хăварчĕ. Комсомольски районне те пĕрре çеç мар асăнчĕ. Комсомольскисем - производство калăпăшне çулсерен ỹстерекен районсен йышĕнче. Пирĕн районта тата Елчĕк, Шăмăршă тăрăхĕсенче сухаламан çĕрсем çукки те - питĕ аван пулăм. Çĕрулми тухăçĕпе Каçал тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсем - республикăра пĕрремĕш (219,7 центнер). Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсен тухăçлăхĕпе те малтисен йышĕнче, Елчĕк, Вăрнар тата Патăрьел хыççăн тăваттăмĕш вырăнта.

Çитĕнỹсемпе пĕрлех кăлтăксене те асăнчĕ министр. Пирĕн хуçалăхсем сĕт туса илессине 2015 çулхинчен 2,3 процент чакарнă-мĕн. Лейкоз енчен ăнăçсăррисен шутĕнчен те ниепле те тухаймастпăр-ха ("Пайгас"). Малашне çак çитменлĕхсене шута илсе ĕç-хĕле йĕркелеме сĕнчĕ Сергей Геннадьевич.

Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Марина Загребаева АПК организацийĕсене çăмăллăхлă кредитсемпе тивĕçтермелли çĕнĕ йĕркесем çинчен ăнлантарни çĕрпе ĕçлекен кашни çыннах усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Акă, пуçлакан фермерсен конкурса хутшăнса хуçалăха аталантарма 3 миллион тенкĕ грант илме май пур. Çемье фермер хуçалăхĕсен вара - 10 миллион тенкĕ, ял хуçалăх кооперативĕсен - 70 миллион тенкĕ таран. Каçал тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕ, çемье ферми йĕркеленисен шучĕ çулран-çул ỹссе пырать. Çакăн пек маттур çынсем татах йышлă, патшалăх пулăшăвне илмелли конкурса хутшăнмалли йĕркепе вĕсем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайчĕ çинче паллашма пултараççĕ.

Кăçал çĕр ĕçченĕсемшĕн ăнăçлă çул пултăр. Выльăх-чĕрлĕхĕ ĕрчетĕр, уй-хирте тырпул сарă пучахсемпе хумхантăр. Ял çыннисем сывлăхпа пурăнччăр, вĕсен пỹлмисем те, енчĕкĕсем те тулли пулччăр.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика