22 февраля 2017 г.
Февралĕн 17-мĕшĕнче Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕнче республикăри яллă вырăнсенчи çамрăк математиксен зонăри 2-мĕш турнирĕ иртнĕ. Турнира уçнă çĕре Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Н. Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ А.Ю.Александров, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.А.Петрова хутшăннă. Вĕсем асăннă тупăшу ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, чи маттур та ăста вĕренекенсене тупса палăртма май панине палăртса хăварнă.
Турнирта Комсомольски, Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи шкулсенче 5-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакан 40 ытла команда тупăшнă. Ачасем тĕрлĕ задачăсене шĕкĕлченĕ, педагогсем семинар-практикума хутшăннă.
Жюри членĕсем, университет педагогĕсемпе студентсем, ачасен ăсталăхне хакланă, чи маттуррисене палăртнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсен йышĕнче - Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш, Тукай Мишер, Урмаел, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Аслă Чурачăк вăтам, Анат Тимĕрчкасси, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕсен ачисем. Çавăн пекех Патăрьел, Елчĕк районĕсенчен килсе çитнĕ вĕренекенсем те палăрнă. Мартăн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Трак вăтам шкулĕнче турнирăн 2-мĕш тапхăрĕ иртет. Ун чухне ачасем математика футболĕнче тата каруселĕнче вăй виçĕç.
Источник: "Каçал Ен"