17 февраля 2017 г.
"Йĕлме йĕлтĕр, йăлтăр-ялтăр,
Шуса тухрăмăр хире.
Юр пĕрчийĕ, хĕл илемĕ,
Эх, илемлĕ-çке хĕлле!"
(Мĕтри Ваçлейĕ).
Нарăсăн 11-мĕш кунĕ ватти-вĕттине урисене йĕлтĕр сырма хистерĕ. Часах йăлана кĕнĕ "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту пуçланчĕ. Çак ырă пулăм Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасен асĕнче те ĕмĕрлĕхе асра юлĕ.
Çамрăксем сивĕрен те шикленмерĕç. Пластик йĕлтĕр юр çийĕн çăмăллăн шăвать. Старта пуçлакансем кĕçĕн класри ачасем пулчĕç. Хаваслă чупура пĕрремĕш вырăна Л.Шамбулина çĕнсе илме пултарчĕ, иккĕмĕш вырăнта - А.Шамбуллина, виççĕмĕш вырăна вара - М.Исаева. Арçын ачасен хушшинчи ăмăрту çĕнтерỹçисем: В.Мартынов, О.Тимофеев, К.Кзыков.
5-7-мĕш классенче вĕренекен ачасем хушшинчи ăмăртура Е.Смирнов, С.Воробьев, И.Шаринкин мала тухма пултарчĕç.
Хĕрачасем хушшинчи çĕнтерỹçĕсем - В.Ильина, Д.Петрова тата А. Сорокина.
Аслă классенче вĕренекенсен пултарулăхне те палăртса хăварасшăн. А.Мартынов, Э.Баринов, Н.Кабалин, А.Ильина, Т.Мукшина, Т.Чемякова финиша чи малтан çитекенсем пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсене кашнинех диплом парса чысларĕç.
Александровка ялĕнче пурăнакансем те спорт уявĕнчен айккинче юлмарĕç. Тĕп шкулта пĕлỹ пухакансем, педагогсем, ял çыннисем йĕлтĕр çине тăчĕç. Спорта кăмăллакансене Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, шкул директорĕ Евгения Соколова саламларĕç, ăмăртура çитĕнỹ сунчĕç. Арçын ачасенчен финиша чи малтан Антон Деменковпа Алмаз Сейфуллин çитрĕç.
Хĕрсенчен чи маттуррисем Аня Невскаяпа Александра Зайцева пулчĕç. М.Шишкина, М.Алексеева, С.Антонова педагогсене те стартра хастар пулнăшăн Хисеп грамотисемпе наградăларĕç. Пĕрле пухăнса йĕлтĕрпе савăнса ярăннине мĕн çиттĕр?
А. ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"