АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган çулĕсем манăçмаççĕ нихăçан

17 февраля 2017 г.

Кăçалхи нарăсра совет салтакĕсем Афган çĕрĕ çинчен тухни 28 çул çитрĕ. Пирĕн районта çуралса ỹснĕ 260 çамрăк унта интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Вĕсенчен 36-шĕ тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. Анчах вăрçă çухатусăр пулман - пиллĕкĕшĕ тăван килне чĕрĕ-сывă таврăнайман.

Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи вулавăшра çак куна халалласа 7-мĕш класра вĕренекенсем Афганистан çĕрĕнче çапăçса паттăрлăх кăтартнă ентешсемпе тата вĕсен çывăх тăванĕсемпе тĕл пулчĕç. Тĕлпулăва афган вăрçин ветеранĕ Михаил Киргизов, Еленăпа Георгий Константиновсем, Валентинăпа Алексей Макаровсем, Владимир Павлов, Галина Шуряшкина тата ыттисем те килчĕç. Светлана Петрова хатĕрленĕ мультимедийлă презентаципе паллашнă хыççăн чĕннĕ хăнасем иртнисене аса илчĕç. Вутлан ялĕнчи Киргизов ветеранăн служба çулĕсем чĕринче юлни куçĕнченех палăрчĕ. Кашни салтакăн ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем çак хăрушă кунсем пирки калаçа пуçласан куççульленчĕç.

Михаил Киргизов сывлăха упрамаллине, тăрăшса вĕренмеллине, çĕршыва сыхлама шкул саккинченех хатĕрленмеллине палăртрĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма юрамасть терĕ. Мероприяти вĕçĕнче пуçтарăннисем Анатолий Агафоновпа Вениамин Васильевăн "По приказу Родины - по зову долга" кĕнекипе паллашрĕç. Асăну каçĕ культура ĕçченĕсен саламĕпе тата çар тематикипе çыхăннă юрăсемпе вĕçленчĕ.

С.ПЕТРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика