АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара - Ангелина Павловская

17 февраля 2017 г.

Ангелина Павловская - чăваш литературинче питĕ паллă ят. Вăл Вăрнар районĕнчи Пĕчĕк Енкассинче çуралнă. Çĕрпỹри библиотека техникумĕнчен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вулавăшра, Шупашкарти Мускав районĕнчи РОНОра вăй хунă, республикăри тĕрлĕ шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унăн "Ярăм-ярăм явăнать тĕтре" пĕрремĕш хайлавĕ 1983 çулта "Ялав" журналта пичетленнĕ. Вулакансем ăна питĕ лайăх йышăннă, çакă Ангелина Ивановнăна çĕнĕ хайлавсем çырма хавхалантарнă. Тĕрлĕ çулта çырнă "Саланнă кĕлте", "Сапаскар хĕрĕ", "Вĕрене шывĕ те пылак" пĕрремĕшпе иккĕмĕш кĕнекисем вулавăшсенче сентре çинче тусанланса выртмаççĕ, вĕсене шутсăр юратса вулаççĕ. Унăн кĕнекисем республикăра иртекен "Литературăллă Чăваш Ен - çулталăкра чи нумай вуланă кĕнеке" конкурсра час-часах çĕнтереççĕ.

Çак кунсенче Ангелина Павловская районти тĕп вулавăшра "Вĕрене шывĕ те пылак" виççĕмĕш кĕнекин презентацине ирттерчĕ. Малтанах библиотекарьсем çыравçăн кун-çулĕпе, унăн произведенийĕсемпе паллаштарчĕç. Малалла Ангелина Ивановна хайлавĕсене мĕнле калăпланине каласа кăтартрĕ. Автор ытларах чăваш халăхĕн йывăр шăпине сăнлать, пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ самантсене çырса кăтартать. Унра чăваш пулнишĕн мăнаçланни, тăван халăха чунтан юратни, мăн асаттемĕрсен пурнăçĕпе йăли-йĕркисене пĕлни тапса тăрать. "Вĕрене шывĕ те пылак" романра та чăваш хресченĕн пурнăçĕнчи самантсене чуна ыраттармалла кăтартса панă. Вулакансене кĕнекери сăнарсен шăпи кăсăклантарчĕ. Çавна май автортан ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ. Кашниех кĕнеке пирки хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ. Ангелина Ивановна вулакансен ыйтăвĕсене туллин хуравларĕ. Тĕл пулăва пухăннисем кĕнекене пысăк хак пачĕç. Çыравçăна ăшшăн тав туса литература анинче малашне те ăнăçу тата ырлăх-сывлăх сунчĕç.

В.БОРОВКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика