17 февраля 2017 г.
Нарăсăн 14-мĕшĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче "Янра, чăваш сăмахĕ!" республикăри фестиваль-конкурсăн район шайĕнчи тапхăрĕ иртрĕ.
Уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Индюкова уçрĕ. Вăл чăваш сăмахне юратакансене уяв ячĕпе саламларĕ. Районти чи маттур та пултаруллă ачасем пуçтарăннăшăн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. Пурне те конкурсра ăнăçу сунчĕ.
Вăтам шкул директорĕ Евгений Савельев тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упраса хăварасси паянхи ачасенчен нумай килнине палăртрĕ.
Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем куçа-куçăн калаçни, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашни, тĕрлĕрен конкурссенче ăмăртни мĕн тери паха. Эпир чăваш çĕрĕ çинче чăваш пулса çуралнишĕн мухтанма тивĕç. Мĕн тери пуян пирĕн чĕлхе! Ăçта çуралнă, çавăнта усăллă пулнă, тенĕ ваттисем. Сирĕн хамăр çĕршыва усăллă çынсем пулмалла пултăр тата тăнăçлăх пултăр.
Районти вĕрентỹ пайĕн методисчĕ С.П.Атласкина пухăннисене, уява хутшăннисене пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламласа çитĕнỹсем сунчĕ.
Фестивале капăр тумлă хĕр ачасемпе арçын ачасем тулли кăмăлпа пуçтарăннă. Пĕри тепринчен илĕртỹллĕ. Тутар ачисем те кун пек конкурсран айккинче юлман. Тĕрлĕ поэтсен сăввисене, илемлĕ те çепĕç, пуян та сăнарлă йĕркесене туйăмпа вуларĕç ачасем, залра ларакансене янравлă чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Жюри членĕсем ачасен пултарулăхне икĕ ỹсĕмпе, 5-мĕш классемпе 6-8-мĕш классем хушшинче тата виçĕ номинаципе, "Чи лайăх сăвă вулакан", "Чи лайăх юрă юрлакан", "Чи лайăх сценка, инсценировка лартакан" - палăртрĕç.
Конкурса хутшăнас текенсем йышлă пулчĕç. Жюри членĕсене çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ.
5-мĕш классем хушшинче "Чи лайăх сăвă вулакан" номинацире Даниил Тимофеев (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) 1-мĕш вырăна тухма пултарчĕ, иккĕмĕш вырăна Софья Пушкина (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ), Анна Макарова (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), виççĕмĕш вырăна Анастасия Носкова (Шурут вăтам шкулĕ), Мария Чумакова (Асанкасси вăтам шкулĕ) тухрĕç. "Чи лайăх юрă юрлакан" номинацире пĕрремĕш вырăна Лилия Калакова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Татьяна Прокопьева (Нĕркеç вăтам шкулĕ) тата Анна Зверева (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ) пайларĕç. "Чи лайăх сценка лартакан" номинацире Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем В.Атлашевăн "Паян мĕнле кун?" сценкипе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç.
6-8-мĕш классем хушшинче "Чи лайăх юрă юрлакан" номинацире чи лайăххисен, пултаруллисен шутĕнче Анна Светопольская (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Дине Гимаева (Чĕчкен тĕп шкулĕ), Екатерина Шуряшкина (Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ) пулчĕç. "Чи лайăх сăвă калакан" номинацире Татьяна Матросова (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) пĕрремĕш вырăна, Дарья Голыева (Нĕркеç вăтам шкулĕ), Марианна Яковлева (Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ), Ангелина Пыркина (Шурут вăтам шкулĕ) иккĕмĕш вырăнсене, Айзиля Мингалиева (Тукай Мишер вăтам шкулĕ), Вита Федорова (Хырхĕрри тĕп шкулĕ), Ангелина Герасимова (Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ), Евгений Смирнов (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ), Анастасия Крылова (Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕ), Дильназ Тазетдинова (Хирти Явăш тĕп шкулĕ), Галина Саванина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Çакăн пек кăсăклă конкурссем ирттерни савăнтарать, мĕншĕн тесен вĕсем тăван халăх литературипе тĕплĕнрех паллашма май параççĕ, ачасем хăйсен ăсталăхне кăтартма, кирлĕ таран аталанма пултараççĕ.
Конкурс çĕнтерỹçисем хăйсен пултарулăхне республика шайĕнче иртекен тупăшура тĕрĕслĕç. Вăл нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта иртет. Пултаруллă ачасене ăнăçу сунатпăр.
Л.ВЛАДИМИРОВА,
Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ.
Источник: "Каçал Ен"