17 февраля 2017 г.
Чăваш çи-пуçне ытларах тупса палăртас, халăхăн иксĕлми йăли-йĕркине çухатмасăр малалла аталантарас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕ кăрлач уйăхĕнче "Чăваш тумĕ - халăх пуянлăхĕ" регионсем хушшинчи конкурс пуçарса янă. Вăл пуш уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырĕ.
Нарăсăн 15-мĕшĕнче конкурсăн районти тапхăрĕ Комсомольскинче пулчĕ. Хăнана Чăваш наци конгресĕн президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Вале-рий Клементьев тата культура комитечĕн хастарĕсем çитрĕç.
Шăп çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ĕçлĕ тĕлпулăва района килнĕ май чăваш тумĕн уявне те лекрĕ, фойери куравпа кăмăлтанах паллашрĕ. ЧНК çумĕнчи халăх ăстисен ассоциацийĕн ертỹçи Зинаида Воронова Михаил Игнатьева конкурса мĕн тĕллевпе ирттернине тата еплерех йĕркеленине ăнлантарса пачĕ. Республика Пуçлăхĕ кунти хастарсене Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăсемпе те чысларĕ. ЧНК Комсомольски уйрăмĕн ертỹçи Владимир Павлов та ĕçри хастарлăхшăн, конгресс уйрăмне пултаруллă ертсе пынăшăн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете тивĕçрĕ.
Чăваш тумĕн уявне, конкурса кашни ял тенĕ пекех хутшăнчĕ. Фойере авалхи хĕрарăм, арçын çи-пуçне курма пулчĕ. Кунта пиртен тĕртнĕ кĕпесемпе юнашар паянхи материалсенчен çĕленĕ кĕпесем, сăхмансем, саппунсем тата ытти питĕ килĕшỹллĕ курăнчĕç. Хушпу-тухья, теветсемпе мăй çыххисем уйрăмах хăйсем патне илĕртрĕç. Асанне-кукамайсен арчисенчи пурлăха тирпейлĕ упракансем пур-ха пирĕн хушăра. Акă, Валентина Курицына хăйĕн кукамăшĕн кĕмĕлтен тунă хушпăвне упраса пурăнать. Чăвашсен ĕç хатĕрĕсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç куравра. Хырхĕрринче пурăнакан Петровсем йывăç савăт-сапа тума ăста пулни палăрчĕ. Ытти хĕрарăмсем те манасшăн мар ĕлĕкхи йăла-йĕркене, халăх тумне тăхăнса сцена çине тухса дефиле йĕркелерĕç. Чăваш наци конгресĕн пайта-шĕсем чылай тума тĕп хулара иртекен уяв валли суйласа илчĕç.
Чăваш халăх тумĕн фестивалĕнче районти чи пултаруллă юрăпа ташă ушкăнĕсем хутшăнчĕç: "Каçал", Аслă Чурачăкри "Тевет" ача-пăча фольклор ушкăнĕ, Эльпуç, Александровка ял тăрăхĕсенчен килнĕ художество пултарулăх ушкăнĕсем те.
ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев кон-гресăн Комсомольски уйрăмĕн хастарĕсене уява лайăх йĕркеленĕшĕн тав турĕ.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"