АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пусран тенкĕ пухăнать

17 февраля 2017 г.

 Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ çирĕм пĕрремĕш хут уçăлчĕ.

Ăна кăçал шăпах пирĕн районта уçни ахальтен мар. Иртнĕ çулхи марафонра республикăра 7 миллион та 129 пин тенкĕ пухнă пулсассăн, 441 пинне Комсомольски районĕнче пурăнакансем хывнă. Акцин кăçалхи тĕллевĕ - 10 миллион тенке çитесси. Районта пурăнакансем те акцие хастар хутшăнассинче иккĕленỹ çук. Пирĕн тĕллев - пĕлтĕрхинчен тата нумайрах укçа пуçтарасси. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона хутшăнса пуçтарăннă укçа-тенкĕпе сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене пулăшма, сахал тупăшлă çемьесенчи çамрăксене çăмăллăх кỹрес ĕçе йĕркелеме тата ачалăхпа çыхăннă ыр- кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме усă кураççĕ.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ акцие пирĕн районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, "Раççейри ача-пăча фончĕ" обществăлла организацисен ыркăмăллăх фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн правлени председателĕ Юрий Кислов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, Комсомольски район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин килсе çитрĕç.

- Ыркăмăллăх валли кашни çын чун-чĕринчех вырăн пулмалла. Пĕр çын пулăшăвĕ куçа курăнмасан та пултарать. Пурте пĕрле кар! тăрса нимелле тунă ĕç курăмлă. Çакна эпир çулран-çул çирĕплетсе паратпăр. Марафон пухматĕнчи укçа-тенкĕ хисепĕ кашни çулах ỹсни вара çынсем ырă кăмăллă, пулăшма хатĕр пулнине çирĕплетет. Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн. Апла акцие кашнин тỹпе хывмалла. Кăçалхи марафон "Ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ" чĕнỹпе иртет пулсассăн, ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр! - пĕлтерчĕ Юрий Кислов.

Тĕрĕссипе каласан, пухмача кам мĕн чухлĕ хывни мар, ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн кашниех чун ăшши хĕрхенменни хаклă. Пурнăçра пĕр-пĕрне пулăшни, йывăр вăхăтра алă тăсса пани темрен те паха. Çак туйăма вара ашшĕ-амăшĕн ачисене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ỹстермелле.

- "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафона кашни çын хăйĕн тỹпине хывма тăрăшни савăнтарать. Акци миллионшар çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Çынсем ачасен нушине ăнланса, вĕсене пулăшма тăрăшса укçа-тенкĕ хываççĕ. Пулăшăва нумай ачаллă тата йывăр лару-тăрури çемьесенче ỹсекен пепкесене валли тăкакланă. Эпир кашни çын хуйхине чĕре патне илни, вĕсене пулăшни - пархатарлă ĕç. Çак ырă пулăм малалла та аталантăр! - палăртса хăварчĕ Михаил Игнатьев.

Петр Красновпа Юрий Попов депутатсем пухăннисене марафон уçăлнă ятпа саламларĕç. Ырă кăмăллăх фончĕ малашне кунсерен пуянланса пырасса шаннине пĕлтерчĕç, район çыннисене унта хастар хутшăнма сĕнчĕç. Пус çумне пус хушăнсан пысăк укçа пуçтарăнатех. Чи кирли - ырă ĕçе пĕрле пурнăçлани.

Ку енĕпе Комсомольскисем маттур пулнине, муниципалитетра асăннă ыйтупа яланах активлă ĕçленине, пухăннă укçа-тенкĕпе ача сачĕсен, шкулсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма усă курнине Хасиятулла Идиатуллин уйрăммăн палăртса хăварчĕ.

Кăçал республикăра - Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Апла пулсассăн çывăх çыннăмăрсен сумне, хаклăхне татах та ỹстерес тесе тунă ку йышăнăва. Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Оксана Козина республика ертỹлĕхне нумай ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу, çемье фермисене аталанма условисем туса панăшăн чĕререн тав турĕ. Козинсем 5 ачана тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Вĕсенчен виç-çĕшне усрава илнĕ. Ют ачана пăхасси, воспитани парасси кашнийĕншĕн шăл çемми мар, кăна валли пысăк та ырă чунлă пулмалла. Оксанăпа Андрей Козинсем - пысăк чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă çынсем. Халĕ ĕнтĕ вĕсен çемйинче юттисем çук. Пурте телейлĕ çемьре çитĕнеççĕ, тивĕçлĕ воспитани илеççĕ.

Уяв кунĕнче маттур ачасене палăртса хăварни те вырăнлă пулчĕ. Акă, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан каччăсем кăçал республикăри "КЭС-баскет" ăмăртăвăн чемпионĕсем пулса тăнă. Район чысне хỹтĕлекен Нĕркеçри çамрăк хоккеистсем "Золотая шайба" республикăри ăмăртура 3-мĕш вырăна çĕнсе илнĕ.

Уява юрă-ташă илем кỹчĕ. Районти искусство шкулĕн юрăçисемсĕр, ташăçисемсĕр, паллах, пĕр уяв та иртмест.

А.ЕФРЕМОВА.

"Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон пухмачĕ старт илчĕ. Ырă ĕç тума вăхăт çитрĕ. Районти ырă кăмăллă çынсем, ĕç коллективĕсем, общество организацийĕсем укçа куçарса парасси малалла пулса пырассинче иккĕленỹ çук. "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыркăмăллăх марафонĕн реквизичĕсене аса илтеретпĕр:

ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"

ИНН 2128005408/КПП 213001001

Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары

БИК 049706609. кор/с 30101810300000000609.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика