17 февраля 2017 г.
Ĕç рынокĕнчи паха пулăм - обществăлла ĕçсем. Паллах, кунта ятарлă пĕлỹ илни пĕлтерĕшлех мар, мĕншĕн тесен чылай чух вăл вăхăтлăх кăна. Анчах çак меслетех ĕçсĕр граждансене тупăш кỹрекен пĕртен-пĕр çăлкуç пулса тăрать, дипломлă çамрăксене опыт пуçтарса каярах тĕп ĕçе вырнаçма çул уçса парать.
Предприятисенче хушăран ĕçсем пуçтарăнса каяççĕ, анчах ĕçлекенсем çитмеççĕ. Тĕслĕхрен, умра çуркунне, часах ака та пуçланĕ. Çакăн евĕр ĕçсем сахал мар ĕнтĕ.
Хисеплĕ ĕç паракансем! Сире Комсомольскинчи ĕçпе тивĕçтерекен центр "Обществăлла ĕç вырăнĕ йĕркеле" программăна хастар хутшăнма сĕнет. Ку вăл ĕçри çивĕч лару-тăрăва сирме, вăхăтлăх ĕçлекен тата ĕçсĕррисем хушшинче хăвăра валли яланлăха ĕçлекен тупма пулăшĕ.
Енчен те предприятире обществăлла ĕç йĕркелемелле пулсан, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр сире пур енĕпе те пулăшĕ.
Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.
Тĕплĕнрех çак телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр: 5-13-79.
К.КОКШИН.
Источник: "Каçал Ен"