АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван район аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлемелле

17 февраля 2017 г.

Февралĕн 15-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче районăн 2016 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2017 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, предприяти-организацисен ертỹçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Кунта суту-илỹ предприятийĕсен продукцийĕпе паллашма май пулчĕ. "Кооператор" комбинат директорĕ Мансур Ямалиев вара улма-çырларан сĕткен кăлармалли линие çывăх вăхăтра хута яма палăртнине каласа пачĕ, презентаципе паллаштарчĕ. Фойерех чăваш халăх тумĕн "Ахах-мерчен аваллăхĕ" курав та ĕçлерĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.А.Самаркин иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май тунă çитĕнỹсем, çитменлĕхсем, 2017 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче вулакансене эпир вĕсемпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Алексей Александрович палăртнă тăрăх, кăçал Комсомольски районĕн аталанăвне 230 миллион тенкĕлĕх инвестици явăçтармалла.

Çитĕнỹсем пур, анчах çын шутне пăхса тупăш кĕнине шута илсен, район республикăра 11-мĕш вырăнта. Çавна май кăçал районăн пĕрлештернĕ бюджетне налукран тата налукран мар кĕрекен тупăша ỹстерме тĕллев лартнă. Пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре туса хута ярассипе те палăртнă кăтартусем пурнăçланайман. Çакăн сăлтавĕ - нумай хваттерлĕ икĕ çуртăн строительствине вăхăтра вĕçлеменни тата районта пурăнакансем çĕнĕ çурт-йĕре патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларма васкаманни. "Эпир çакнашкал харпăрлăхçăсене тупса палăртас енĕпе ĕçлетпĕр. 3 пине яхăн тăваткал метр шута кĕмен тесе шутлатпăр, çулталăк вĕçĕ тĕлне 17 пин тăваткал метра регистрацилеме тĕллев лартнă", - терĕ Алексей Александрович ку ыйту çĕкленсен.

Демографи лару-тăрăвĕ иртнĕ çулхисенчен япăхрах пулни канашлăва пуçтарăннисене уйрăмах шухăшлаттарчĕ-калаçтарчĕ. Акă, 2016 çулта 262 ача кун çути курнă, вилнисен шучĕ вара 333-е çитнĕ. "Раççейĕн, Чăваш Енĕн вăйĕ, мулĕ - пирĕн ачасенче. Çавăнпа та амăшлĕхпе ачалăха, ачаллă çемьесен интересĕсене хỹтĕлесси пирĕншĕн яланах пĕрремĕш вырăнта пулĕ", - çак ыйту çинче уйрăмах пусăм турĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл ачасăр çемьесене шута илме, вĕсемпе калаçу ирттерме, кирлĕ пулсан пулăшма сĕнчĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина республикăри бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăчĕ. Комсомольски районĕн хăш енĕпе çине тăрарах ĕçлемеллине каларĕ.

Регион ертỹçи çитес вăхăтра социаллă объектсен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрасса, çак тĕллевпе чылай укçа-тенкĕ уйăрасса пĕлтерчĕ. Акă, районта çĕнĕ 4 клуб строительстви пуçланмалла, икĕ ялта фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетме палăртнă.Канашлу чыслав саманчĕпе вĕçленчĕ. Михаил Игнатьев ĕçре палăрнисене республика шайĕнчи наградăсем, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельствăсем парса чысларĕ. Республика ертỹçи çавăн пекех хамăр тавралăха упрама, çуралнă тăрăха хăтлăх кĕртме кашнинех чĕнсе каларĕ.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика