АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асра юлнă пĕр кун

14 февраля 2017 г.

 2017 çула Раççейре Экологи, Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. "Чăваш Енре мăшăрлану тата çемье ялан хисепре пулнă. Ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшу, çамрăк ăрăва çемье хаклăхĕсен никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерни хăйĕн витĕмлĕ пархатарне кỹрет", - палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче.

Нарăсăн 12-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнчи каçа та çак ятпах уçрĕç. Валентина Данилова ертỹçĕ Амăшĕпе Ашшĕн тата Раççейри Экологи çулталăкĕ ячĕпе саламларĕ, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама кашнине çирĕп сывлăх сунчĕ.

- Ăрусен хушшинчи çыхăну ăшă та çирĕп пултăр, çамрăксем аслисемпе хăйсене кун-çул парнеленĕ çыннисене яланах хисеплеччĕр,- терĕ вăл.

Хирти Мăнтăр культура çурчĕн ĕçченĕсем ятарласа хатĕрленĕ концерт вара кашнийĕншĕн паха парне пулчĕ. Уяв вĕçленсен те курма килнĕ ял-йыш чылайччен саланма васкамарĕ. Савăнăçлă çак каç пурне те килĕшрĕ.

Кăçалхи çул Хирти Мăнтăрти культура ĕçченĕсем, Экологи тата Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа, тĕрлĕ конкурпа ăмăрту, концертпа выставка ирттерме палăртнă.

В.ДАНИЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика