14 февраля 2017 г.
ОБЖ предмечĕпе шкул ачисем хушшинче ирттерекен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регионти тапхăрĕнче пирĕн район вĕренекенĕ палăрма пултарнă. Урмаел вăтам шкулĕнчи Нежеметдин Сахров учителĕн воспитанникĕ Илнур Камалюков çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Рейтинг хаклавне тухайсан унăн Чăваш Ен чысне Санкт-Петербург хулинче хỹтĕлес шанчăк та пур.
Илнур Камалюков 11-мĕш класра вĕренет. Вăл конкурсра чи малтан теори ыйтăвĕсем çине çăмăллăнах хуравланă, каярах темиçе спорт упражненине пĕрлештерекен ăмăртура та палăрма пултарнă. Наркăмăшланнă лаптăкри чирлисене васкавлă пулăшу парассипе, минăпа граната тытăмне пĕлессипе, чăрмав урлă сикессипе, автомата салатса пуçтарассипе тата ыттипе çамрăкăн кăтартăвĕсем пурте аван.
Паллах, çак çĕнтерỹре Нежеметдин Сахровăн тỹпи те пысăк. Вăл хăйĕн вĕренекенне кирлĕ пек пĕлỹ пама, тупăшăва тĕплĕ хатĕрленме пулăшнă.
М.ИБНИАМИНОВА.
Источник: "Каçал Ен"