АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр усракансем валли

14 февраля 2017 г.

Хĕл вĕлле хурчĕсемшĕн яланах йывăр вăхăтсенчен пĕри пулнă, çавăнпа та вĕсене сивĕ кунсенче пулăшса пымалла. Юлашки уйăхсенче тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен ватă вĕлле хурчĕсем çуркуннеччен тỹсеймеççĕ, аяла ỹксе вилеççĕ. Аялти летока хупласа хурса сывлăш кĕрейми пулма пултарать.

Çуркунне çывхарнă май амасем çăвăрсем сапма пуçлаççĕ, вĕсене таса сывлăш нумайрах кирлĕ. Çакна шута илсе аялти летока вилнĕ хуртсенчен тасатмалла, тасатнă чухне асăрхануллă пулмалла. Ытлашши сас тусан вĕлле хурчĕсем хускалаççĕ: тухса вилме пуçлаççĕ, апат нумай çиеççĕ. Çуркунне пĕрремĕш вĕçев тăвиччен вĕллене шалта вараласа пĕтерме пултараççĕ.

Пĕлтĕрхи çула илсен юлашки пилĕк çул хушшинче пыл юхтарса илес енĕпе йывăррисенчен пĕри пулчĕ. Ытти çулсенче вăрманта вырнаçнă утарсенче пĕр вĕллерен пыл илесси хирте вырнаçнă утарсенчен пысăкрахчĕ тăк, 2016 çулта вара урăхла пулчĕ. Хирте вырнаçнă утарсенче пыл илесси пысăкрах. Тĕп сăлтавĕ - вăрманта çăка çеçки çурнă вăхăтра çанталăк сивĕтни, çил çурçĕртен вĕрни тата çумăр çуни.

Унсăр пуçне районта хуçалăхсем юлашки çулсенче пыл паракан курăксем нумай акни савăнтарать. Сăмахран, хĕвелçаврăнăш (подсолнечник) Патăрьел районĕнче çеç 1200 гектар таран акни пире, хурт-хăмăр усракансене, пысăк усă парать. Унсăр пуçне уйрăмах хресчен хуçалăхĕсенче хуратул (гречиха) акма пуçларĕç. Кун пек ĕçлени питĕ лайăх, мĕншĕн тесен пирĕн çунатлă туссем пыл паракан çак культурăсене шăркалантарса тухăçа 4 хутчен ỹстерме пулăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕлле хурчĕсене канди парса пулăшмалла, мĕншĕн тесен пĕр çĕрте пуçтарăнса чăмăртанса ларнă вĕлле хурчĕсем айккине кайса апат илеймеççĕ.

Патăрьел районĕнче яланах çулталăкне икĕ хут хурт-хăмăр усракансен канашлăвĕ ирттернĕ. Кăçал та февралĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕнче (унчченхи СПТУ-7) ирттерме палăртнă. Семинар-канашлу "Помоги пчеле" ятлă. Вăл 10 сехетре пуçланать. Семинар-канашлăва Мускав, Рязань, Ульяновск хулисенчен килеççĕ. Хальхи вăхăтра варроатоз, акарапидоз чирĕсем вĕлле хурчĕсене мĕнле сиен кỹни пирки нумай калаçу пулать. Юлашки вăхăтра унта та кунта кĕркунне çитсен вĕлле хурчĕсем çу каçипе пурăннă вĕллерен тухса кайнине калаççĕ. Пирĕн тăрăхра та ун пек тĕслĕхсем пур. Çав сăлтава пула чирсемпе тĕрĕс кĕрешме хурт-хăмăр усракансене вĕрентсе пымалла. Акарапидоз чирне юнашар Тутарстанра тупса палăртнă. Вăл варроатозран тата хăрушă чир шуланать. Çавна пула специалистсем вĕлле хурчĕ усракансемпе тачă çыхăну тытса вĕсене яланах пулăшса пыма хатĕр. Семинар-канашлура тата нумай ыйту пăхса тухма палăртнă.

Н.ПИРОЖКОВ,

Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика