АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах ăна пуриншĕн те

14 февраля 2017 г.

Аслă Чурачăк ялĕнче маттур тата тăрăшуллă çын нумай. Çавсен шутне Евдокия Ефимовна Шуряшкинăна кĕртес килет.

Вăл - манăн кукамай. Кукамай 1937 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Йăлмахва ялĕнче кун çути курнă. Мĕн пĕчĕкренех ĕçе кỹлĕннĕ. Ашшĕ хаяр вăрçăра хыпарсăр çухалнă, амăшĕ йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Евдокин тĕрекĕ аппăшĕпе тетĕшĕ пулнă. Вĕсем йăмăкне ĕçе хăнăхтарнă, пурте пĕрле колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Çамрăк хĕр комсомол ретне тăрсассăн Казахстанра çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре хутшăннă. Унтан таврăнсассăн вара Аслă Чурачăк йĕкĕтне Иван Кириллович Шуряшкина качча тухнă. Мăшăр пилĕк ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, кашниех юратнă ĕçре тăрăшать.

Кукамай ачисемпе тата мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем тăван киле пуçтарăнсан ватă çынсем чунтан савăнаççĕ. Кукамайпа кукаçи, сакăр теçеткене çитнĕ пулин те, маттур çỹреççĕ. Çулла пахчара тăрăшаççĕ, хĕллехи кунсенче кукамай алса-чăлха çыхса вăхăт ирттерет. Çывăх çыннăмăр пире яланах ĕçпе, сĕнỹ-канашпа пулăшма тăрашать. Вăл пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Виктория КУЗЬМИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика