АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕвĕленччĕр çемьесем, пепкесем çуралччăр

14 февраля 2017 г.

Çемье. Кашни çын пурнă-çĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен, çемье чăмăртаннă самант хăех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем - мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем. ЗАГСра вăй хуракансем мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра çемье тĕвĕленĕ, телейлĕ ашшĕ-амăшне пепке çутă кун курнă ятпа саламлаççĕ. Унпа пĕрлех çывăх тăванне çухатнăран хуйхă тỹсекен çын чунне лăплантарма та, уйрăлас патне çитнисене çемье хаклăхĕ çинчен тепĕр хут аса илтерсе витерỹллĕн калаçма та тивет.

ЗАГСри кулленхи ĕç-хĕлпе Ольга Федотова начальник паллаштарма килĕшрĕ. Паян вăл - хаçат тĕпелĕнче.

- ЗАГС - çынсене çурални, вилни, мăшăрланни, уйрăлни, ашшĕ ятне çирĕплетни, ят улăштарни, ача усрава илни çинчен документ паракан официаллă орган. Актсенчен хăшне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланине тавçăрма кăткăсах мар - çемье чăмăртанни, ача çурални çинчен ĕнтĕ. Мăшăрлану - этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ пулăмсенчен пĕри. Туй туса пĕрлешекенсене эпир залра çырăнтаратпăр. Çын кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ куна ытларахăшĕ асра юлмалла ирттересшĕн. Пĕлтĕр районта 101 мăшăр çемье çавăрнă, çакă 2015 çулхинчен сахалрах. Апла пулин те районта çемьесем чăмăртанаççĕ, ачасем çуралаççĕ.

- Ачасем тенĕрен, хальхи вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ районта еплерех?

- Патшалăх демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе амăшĕн (çемье) капиталне пама тытăннăранпа чылай кил-йыш иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш пепкепе пуянланать. Хăюллă утăма тăвакансем хушшинче нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем йышланчĕç, аслă ачи çитĕнсе пынă май ашшĕ-амăшĕ вăй-халне шанса тата тепĕр пепке çи-тĕнтерме шут тытать. Çапах çурални çинчен панă хут йышĕ çулталăкне 200-тен ытла мар. Сăмахран, пĕлтĕр 222 ача çуралнă, çакă виçĕмçулхинчен 37 ача сахалрах. 222 пепкерен 122-шĕ - арçын ачасем. Вилекен вара нумай. Акă, кăçалхи январь уйăхĕнче 16 ача çут тĕнчене килнĕ, 37-ĕн вилнĕ. Пĕлтĕр 335 çын вилнине регистрациленĕ.

- Ольга Витальевна, çемье çавăрни савăнтарать, уйрăлакансем те пур-çке.

- Тĕрĕсех. Уйрăлма шухăш тытнисем пирĕн пата суд йышăнăвĕ хыççăн кăна килеççĕ. Мăшăрсем тĕрлĕ сăлтавпа уйрăлаççĕ. Килĕштерсе пĕрлешнĕ çемье тăрук уйрăлмастех, паллах. Анчах та харкашни, пĕр-пĕрне каçарманни, пĕр чĕлхе тупайманни пĕтерет. 2016 çулта 65 çемье арканнă. Вĕсенчен 7-шĕ - пĕр-пĕринпе калаçса татăлса, 58-шĕ суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн хут уйăрттарнă.

- Районта пурăнакансем сирĕн пата ытти ыйтусемпе те килеççĕ пуль-ха?

- 2016 çулта юридици вăйĕллĕ 1336 ĕç пурнăçланă. Çав йышран тепĕр хутчен çĕнĕрен 374 свидетельство панă. Унпа пĕрлех 881 справка çырса хатĕрленĕ. Çавăн пекех акт çыравĕсене тỹрлетỹсем кĕртес тĕлĕшпе те йышăнусем кăларнă, заявленисене шута илнĕ. Пĕлтĕр патшалăх хыснине 312600 тенкĕ тупăш кĕнĕ.

- Калаçушăн тавах. Сирĕн ĕçĕрте ырă та савăнăçлă хыпар ытларах пултăр.

А.ЕФРЕМОВА.

ЦИТАТА

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил ИГНАТЬЕВ:

- 2017 çула республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ваттисем "Атте-анне пурри - кил илемĕ", - тесе каланă.

Чăваш Енре мăшăрлану тата çемье яланах хисепре пулнă. Ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшу, çамрăк ăрăва çемье хаклăхĕсен никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерни хăйĕн витĕмлĕ пархатарне кỹрет.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен уйрăлусен чи пĕчĕк шучĕпе федерацин Атăлçи округĕнче Мордва Республикипе пĕрремĕш вырăна пайлать, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче вара çак кăтартупа пирĕн республика - тăххăрмĕш вырăнта.

Юлашки виçĕ çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ чĕрĕк пай ытла пысăкланнă - 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне 11,5 пине çитнĕ. Çакă ашшĕ-амăшне ача çуралнипе çыхăннă укçа-тенкĕ тăкакĕсем хăратманнине кăтартать.

Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика