14 февраля 2017 г.
Çак кунсенче республикăри, районти сумлă та хисеплĕ çынсенчен пĕри - Ревокат Моисеев - 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Ревокат Прохоровича таврара пĕлмен çын çук. Вăл Шупашкар районĕнчи Шарпаш ялĕнче çуралса ỹснĕ пулин те, пурнăçне Комсомольски районĕпе çыхăнтарнă. Кунта вăл 60 çул пурăнать.
- Маншăн Комсомольски иккĕмĕш кил пулса тăчĕ. Кунта тĕпленнĕ, ачасене, мăнуксене çитĕнтернĕ, ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă, - терĕ сăмах хускатса ветеран.
Ревокат Прохорович нумай çул Патшалăх Перекет банкĕн тытăмĕнче вăй хунă. Малтанах аслă кредит инспекторĕнче тăрăшнă, каярах банк управляющийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.
Ветеран алă усса, вăхăта сая ирттерекенсен йышĕнчен мар. Вăл яланах шыравра тесен тĕрĕсех пулать. 95 çула çитнĕ пулин те, хаçат-журнал, кĕнеке вуламасăр пĕр кун та ирттермест иккен. Кашни кунах районти вулавăша çỹрет. Библиотекăри "Надежда" клуб членĕ те вăл. Калавсем, очерксем, юморескăсем, статьясем шăрçалама кăмăллать. Паянхи кун та "Каçал ен", "Хыпар" хаçат страницисенче унăн материалĕсем пичетленеççĕ. Хаçата ямалли материалсене Ревокат Прохорович хăнăхнă йăлапа пичет машинкипе çапса хатĕрлет. Вăл - "Каçал ен" хаçатăн чи çывăх тусĕ. Ахальтен мар журналистикăри çитĕнỹсемшĕн сăмах ăстине Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн Хисеп хучĕпе темиçе хутчен те чысланă. Вăл - СССР Журналистсен союзĕн членĕ, "Халăх корреспонденчĕ". Халăх тĕрĕслевĕн СССР патшалăх комитечĕн наградине тивĕçнĕскер - Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Ревокат Прохорович сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Вăл пурнăçĕнче чĕлĕм туртса курман, эрех-сăрапа иртĕхмен. Куна вара яланах ирхи зарядка тата массаж тунипе пуçлать. Тăтăшах тĕрĕс апатланма тăрăшать.- Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, ирсерен зарядка туни, çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе çỹрени, час-часах сипленни 9 теçетке çул урлă каçма пулăшрĕ те пулĕ. Çĕр çула çитме те кăмăл пур, - терĕ ветеран.
Паянхи кун йĕркипех пурăнсан хисеплĕ çын 100 çултан та каçасса иккĕленỹ çук. Çумра çывăх çынсем пурри пурăнма хавхалантарать. Уяв кĕрекине хĕрĕсем, мăнукĕсем, мăн мăнукĕсем пухăнни вара телей мар-и?
- Вĕсем пуррипе хавхаланатăп. Мăнуксен ачисене те утьăкка сиктерсе ỹстересчĕ-ха. Мăшăрăм, Любовь Григорьевна, вĕсемпе савăнаймарĕ. Вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Манăн вара икĕ çыншăн пурăнмалла, пурнăçпа савăнмалла, - тăсрĕ вăл шухăшне. Ревокат Прохорович кăçал 22 хутчен йĕлтĕр çине тăнă.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"