14 февраля 2017 г.
Пая кĕрсе çурт-йĕр тăвакансене шар курасран кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ майсемпе хỹтĕлеме тытăнаççĕ.
Организаци сайтĕнчи информаци уççăнлăхĕ - вĕсенчен пĕри. Банкрота тухас тапхăра кĕнĕ юридици сăпачĕ застройщик пулма пултараймĕ. Унăн тỹрĕ кăмăллă мар поставщиксен реестрĕнче те, çĕр лаптăкĕн суту-илỹ аукционне йĕркене пăсса хутшăнакансен йышĕнче те тăмалла мар.
Раççей Строительство министерстви хальхи вăхăтра пайлă строительствăн патшалăх компенсаци фондне туса хурассипе ĕçлет. Вăл ỹлĕмрен страхованипе застройщиксен банк поручительлĕхне улăштарĕ. Улталаннă пайçăсем ан пулччăр тесе республикăра Чăваш Республикин Строительство министерстви çынсен укçи-тенкине илĕртсе çурт тăвакан организацисемпе ĕçлет. Вĕсем федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн ĕçленине ведомствăн экономика анализĕсемпе финанс тĕрĕслевĕн пайĕнчен илнĕ пĕтĕмлетỹ çирĕплетĕ.
Источник: "Каçал Ен"