10 февраля 2017 г.
Канаш почтамчĕн Шурут уйрăмĕ пилĕк ялта пурăнакансене (Шурут, Шурут-Нурăс, Тутар Шурут, Юнтапа, Йỹç Шăхаль) хаçат-журналпа тивĕçтерет, тĕрлĕ тỹлевсене йышăнать. Йỹç Шăхаль ялĕнче Ольга Витальевна Морозова (Юнтапа ялĕнчен) почтальонра ĕçлет. Хальхи вăхăтра почтальон ĕçĕ кăткăс та яваплă, хаçат-журнал сарассипе плансене тултарма йывăр. Мĕншĕн тесен хаçат-журнал хакĕсем пысăк. Çавăнпа та халĕ тĕнчери çĕнĕ хыпарсене интернет, телевизор тата радио урлă пĕлеççĕ. Почтальон сумки самай çỹхерех, çыру сахал çыраççĕ, кĕсье телефонĕпе усă кураççĕ.Ольга Витальевна почтальон тивĕçлĕ канурисене пенси укçи валеçет. Ольга Морозова ватăсене яланах пулăшма хатĕр. Налук, электроэнергишĕн, телефонпа усă курнăшăн укçа-тенкĕ почта уйрăмне кайса тỹлет. Апат-çимĕç илсе килсе пама та вăхăт тупать.
Ватăсем хăйсене мĕнле апат-çимĕç кирлине суйласа илсе юлаççĕ. Магазина каймасăрах килĕсене тавар илсе килсе панăшăн Ольга Витальевнăна чун-чĕререн пуç тайса ырлăх-сывлăх, телейлĕ кун-çул, вăрăм ĕмĕр, мăшăрĕпе ĕмĕрех килĕштерсе пурăнма сунатпăр.
Ольга Витальевна çак сăваплă ĕçре 2008 çултанпа тăрăшать. Нихăçан та паян тумалли ĕçе ырана хăвармасть, ĕçĕ нумай чухне çĕрле пуличченех ĕçлеме тивет. Çумăр çăвать-и, юр-çăвать-и е çил-тăман - ĕçчен хĕрарăм яланах çул çинче. Тавах ăна.
Н.АРХИПОВ.
Источник: "Каçал Ен"