АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагог та, ачасем те пултаруллă

10 февраля 2017 г.

 Районти искусство шкулĕн ỹнер уйрăмне чылай çул Надежда Владимировна Абдюшева ертсе пырать.

Педагог кашни ачапа уйрăмăн ĕçлет, ỹкерчĕке мĕнлерех ỹкермеллине, ăçта епле сăрламаллине хăнăхтарать. Ĕçе васкамасăр, тĕплĕн, паха пурнăçланине юратать. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем тăрăшуллă та маттур. Çакна тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче çĕнсе илнĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ выставкăсем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ.

Чуна парса пурнăçланă ĕçсене районта пурăнакансем те хаклама пултарччăр тесе искусство шкулĕнче, культурăпа кану центрĕнче, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче тăтăшах выставкăсем ирттереççĕ. Хальхинче курава район администрацийĕн çуртĕнче йĕркелени те ахальтен мар. Çакă вĕсен ĕçĕсемпе паллашма, хаклама май парать. Февралĕн 6-мĕшĕнче вĕренекенсем батик мелĕпе ỹкернĕ ỹкерчĕксен выставкине савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Выставкăра ачасен 15 ĕçĕпе паллашма май пур. Вĕсене пăхатăн та кашни ĕç хăйне евĕр, илемлĕ, чăннипех те пахине ăнланатăн. Пусма çинче калăпланă ỹкерчĕксене чуна парса пурнăçланă.

Курава çитсе курăр, ачасен ĕçĕсемпе паллашăр!

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика