АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юр кĕлеткесен илемĕ

10 февраля 2017 г.

Илемлĕ хĕл кунĕсем пурне те тыткăна илеççĕ. Уйрăмах пĕчĕк шăпăрлансем хĕл кунĕсене питĕ хавас. Вĕсем тăвайккинчен ярăнма, юр купи ăшĕнче йăваланма тата юртан тĕрлĕ кĕлеткесем ăсталама юратаççĕ.

"Асамат кĕперĕ" ача садĕнче юртан тĕрлĕ кĕлеткесем тăвасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Акă, "Капитошка" аслă ушкăнри ачасем мĕн юр çума пуçласанах çак ĕçпе тăрмашма пикенчĕç. Юр çыпçăнса тăнă вăхăтра вĕсем Юр пикепе пысăк упа-утаман кĕлеткисене ăсталарĕç. Каярахпа, вăхăт иртнĕçемĕн, уçăлса çỹремелли вырăнта темĕн тĕрлĕ кĕлеткесем, тăвайккисем ỹссе ларчĕç.

Чи варринче мăнаçлă чăрăш, ун йĕри-тавра пысăк кит, тимĕр шапа, шурă упа, самолет, крепость тата лабиринт илемлĕн курăнса лараççĕ. Вĕсене пурне те тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сапса илемлетнĕ. Ачасем уçăлма тухмалли вырăна çакăн пек хитрелетни, тирпейлĕ тытни вĕсен тавракурăмне пуянлатать, илемлĕх тĕнчине çывăхрах курма пулăшать. Вĕсем кунта тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ.

"Капитошка" ушкăнрисем уçăлма тухмалли вăхăта чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ачасен кăмă-лĕсем хавасланччăр, çирĕп сывлăхлă ỹсчĕр тесе тăрăшатпăр. Хаваслă та илемлĕ хĕл кунĕнче ачасен савăк сасси таçтанах илтĕнсе тăтăр.

В.НИКИФОРОВА,

воспитатель. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика