10 февраля 2017 г.
Хусанкай вăл - чăваш кăмăлĕ, йыхравĕ, ялавĕ.
Хусанкай вăл - кирек хăçан та аслă Хусанкай.
Илпек Микулайĕ.
Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ. "Аптраман тавраш" сăвăлла роман, "Магнит ту", "Таня" тата "Тăван çĕршыв" поэмăсем, "Хура пĕркенчĕк", "Кăнтăр сăввисем", "Тилли юррисем", "Инçе вĕçев" сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăчĕç. Хусанкай çырнисенче чăваш çĕршы-вĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр-уççăн курăнать. Поэтăн мĕнпур хайлавĕнче наци хăйне евĕрлĕхĕ, чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет. Чăнах та, халăхăн шухăш-кăмăлне, пурнăçне лайăх пĕлни, саманан чи çивĕч ыйтăвĕсене хускатни Хусанкай поэзине чĕрĕ вăй парать, вулакана вара чăвашла шухăшлама, пурăнма хавхалантарса тăрать. "Чунĕпе Хусанкай - çепĕç лирик, ăсĕпе - çивĕч философ, ĕçĕ-хĕлĕпе - халăхăн талантлă тарçи", - тесе хаклать чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне паллă таврапĕлỹçĕ Виталий Станьял.
Эпир Хусанкайпа мухтанатпăр, савăнатпăр, унăн кун-çулĕпе кăсăкланатпăр, хайлавĕсене вулатпăр, тишкеретпĕр, хамăра кирлисене шыраса тупатпăр. Петĕр Хусанкай - чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Ку ята сăвăç тахçанах тивĕçнĕ. Вилĕм-сĕр поэт юбилейне пур çĕрте те анлăн паллă тăваççĕ. Районти шкулсемпе библиотекăсенче, культура учрежденийĕсенче ăна халалласа уяв каçĕсем, кон- курссемпе викторинăсем, вулав кунĕсем иртеççĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн Петĕр Хусанкайăн пĕлтерĕшĕ ỹссех пырать. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, культура тата вĕренỹ министрĕсем Константин Яковлевпа Юрий Исаев хутшăнчĕç. Мухтавлă поэтăмăра чыслама сăвăçăн мăшăрĕ, СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина тата ывăлĕ, литература критикĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай, паллă çыравçăсемпе культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсемпе сумлă хăнасем пуçтарăнчĕç.
Асăннă уявран эпир те айккинче юлмарăмăр. Районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата культура ĕçченĕсем поэт ячĕпе йĕркеленĕ уявра пултăмăр. "Петр Петрович Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ, К.В.Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ - пĕрремĕш ретри çăлтăрсен ушкăнĕнчи чи шултри те хăватли, хăй сỹнсен те çĕр çине пин-пин йăлтăр çутă сапаканни. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тỹпине çирĕммĕш çулсенче тухнă, вара çур ĕмĕр тăршшĕ çап-çуттăн çуннă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă, халĕ те вăл пирĕншĕн чи çутă çăлтăр", - çапла пĕтĕмлетрĕç савăнăçлă уява хутшăннисем.
С.ИНДЮКОВА,
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ.
Источник: "Каçал Ен"