АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурса 625 ача хутшăнчĕ

10 февраля 2017 г.

Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне ỹстерес, ачасене тăван чĕлхен пуянлăхĕпе илемне курма, туйма пулăшас тĕллевпе нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Чĕвĕлти чĕкеç - 2017" вăйă-конкурс иртрĕ. Районтан конкурса 2-8-мĕш классенче вĕренекен 625 ача хутшăнчĕ.

Ку тупăшура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчен 71 вĕренекен хăйсен ăс-тăн вăйне тĕрĕслерĕ. Вĕсене чăваш чĕлхипе пурĕ 30 тĕрлĕ ыйтупа ĕç сĕннĕ.

Ака уйăхĕнче, бланксене тĕрĕсленĕ хыççăн, вăййа хутшăнакан шкулсен пĕтĕмлетĕвĕсене тата вĕренекенсен Раççей шайĕнче хăйсен ушкăнĕнчи вырăнĕсене палăртнин протокол ведомоçĕсене илеççĕ. Вăййа хутшăнакан кашни вĕрентекен тивĕçлĕ сертификат илет.

Чăваш чĕлхи çав тери пуян та илемлĕ пулнине, ытти чĕлхесем хушшинче вăл питĕ пысăк вырăн йышăннине ачасем тата та вăйлăрах туйса илчĕç. Çав вăхăтрах вĕсем тăван чĕлхене юратнине, ăна тарăнрах тĕпчес-пĕлес килнине те кăтартса пачĕç.

С.ИНДЮКОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика