10 февраля 2017 г.
"Лайăххине хăвăрт хăнăхатăн", теççĕ халăхра. Акă, район çыннисем те, нумай функциллĕ центрта (НФЦра) пĕрре пулăшу илнĕ хыççăн, малалла та çак майсемпе усă курмах кăмăл тăваççĕ. Çакна Комсомольски районĕн НФЦ ĕç кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Центрта патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ 111 тата муниципаллă 41 пулăшăвне параççĕ. Документсене йышăнакан "чỹречесен" йышĕ - çиччĕ. Кунта куçман пурлăха сутни-илнине регистрацилеме те пулать, ача пособийĕ палăртма, паспорт пама е çĕннипе улăштарма ыйтса çырнисене тата ытти нумай ыйтупа йышăнаççĕ.
2016 çулта нумай функциллĕ центр районта пурăнакансене 21041 пулăшу панă. Çакă малтанхи çулпа танлаштарсан 55 процент ытларах. Вĕсенчен 14140-шĕ федераллă, 4587-шĕ - республика, 308-шĕ - муниципаллă пулăшу. Бюджет тулашĕнчи фондсемпе çыхăннă 574 ĕç пурнăçланă, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче 1432 çынна регистрациленĕ.
Нумай функциллĕ центртан пĕртте çын татăлмасть. Килекенсен йышĕ пысăк пулнине кура специалистсен те ĕç калăпăшĕ ỹссех пырать. Çавăнпах НФЦ панă федераллă пулăшусемшĕн илнĕ патшалăх пошлинисен хисепĕ иртнĕ çул 2598,107 пин тенкĕпе танлашнă. Асăннă суммăран 25 проценчĕ район бюджетне юлать.
О.ГРИГОРЬЕВА,
директор.
Источник: "Каçал Ен"