10 февраля 2017 г.
Раççейри кашни çын 2017 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнчен Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр илме пултарать. Граждансен ăна Федерацин 2016 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчи "Инçет Хĕвелтухăç гектарĕ çинчен" 119-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн илме ирĕк пур. Ыйтăва çĕр лаптăкĕллĕ пулма федерацин "НаДальнийВосток.РФ" информаци тытăмĕн пулăшăвĕпе Интернет урлă çырмалла.
Программа Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнакансем валли 2016 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă. Ку таранччен 30 пин ыйту çитнĕ. Чи нумаййи - Саха Республикинчен - 33 процент, Приморье крайĕнчен 28 процент тата Сахалин облаçĕнчен - 16 процент.
Ыйтусене тĕпе хурса хатĕрленĕ статистикăпа килĕшỹллĕн, çынсем çĕре çурт-йĕр çавăрма илеççĕ. Унпа пĕрлех - ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме, выльăх, хурт-хăмăр ĕрчетме, аграри секторĕн ытти енĕпе вăй хума тата канса сывлăха çирĕплетме.
Инçет Хĕвелтухăçĕнче çын пурлăхне аталантаракан агентство граждансене çĕр лаптăкне усă курма илес тĕлĕшпе меллĕ пулма пĕр йышши 30 йышăну хатĕрленĕ. Материалсене сайтра пичетленĕ. Унтах Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр илекен граждансене патшалăх кỹрекен пулăшу виçисем çинчен пĕлтерỹ вырнаçтарнă. Сайтра çĕнĕлĕхпе кăсăкланакансем валли ятарласа пулăшу центрĕ уçăлмалла. Программа кашни гражданина федерацин Инçет Хĕвелтухăç округĕн территорийĕнче пĕр гектар таран патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре пĕр хутчен тỹлевсĕр илме ирĕк парать. Виçĕ çултан деклараци тăратмалла, пиллĕкрен харпăрлăха куçармалла е нумай çуллăха тара илмелле. 10 çын таран ушкăнпа та ыйту çырма юрать.
Источник: "Каçал Ен"