АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Бриллиант туй та хыçа юлчĕ", - теççĕ Ларионовсем

10 февраля 2017 г.

Вĕсем çемье çавăрнăранпа 64 çул иртрĕ. Апла пулин те Аслă Чурачăкра пурăнакан Анастасия Николаевнăпа Николай Николаевич паян та çамрăк чухнехи пекех пĕр-пĕрне юратса, шăкăл-шăкăл калаçса ĕмĕр ирттереççĕ. Вĕсен çемйинче яланах килĕшỹ, пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланни хуçаланаççĕ.

Коля 1931 çул вĕçĕнче кун çути курнă. Вĕсем çиччĕн пĕртăван пулнă. Лайăх тумланса та, тăраниччен çисе те курман. Çулла пылак çимĕç вырăнне ана çинче ỹсекен кашлич, майруххи, чăкăт курăк çимĕçне çăвар тулли чăмланă. Çуркунне ачасем хирте çĕрĕк çĕрулми пуçтарнă. Амăшĕ вĕсене пашалу пĕçерсе панă. Çăнăх, кăштах çĕрулми хушса курăк шỹрпи пĕçернĕ.

Йывăр пурнăç ашшĕпе амăшĕн сывлăхне те самаях хавшатнă. Вĕсем тăтăшах чирленĕ. "Пирĕнсĕр епле пурăнкалăр-ши ĕнтĕ? Темĕнле йывăр пулсан та пĕр-пĕрне ан пăрахăр, çемьере килĕшỹ çеç хуçалантăр", - тенĕ вĕсене час-часах ашшĕ. Амăшĕ те ачасем çине хурлăхлăн пăха-пăха вĕсене пуçĕсенчен çепĕççĕн шăлнă. Вăл вăхăтра Коля çак сăмахсен пĕлтерĕшне те ăнланман-ха.

Пурăна-киле ашшĕ вырăнпах выртма пуçланă. Коля вуниккĕре чухне вăл яланлăхах куçĕсене хупнă. Тепĕр виçĕ çултан амăшĕ те ачисенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Алексей, Лидя, Натали, Коля, Тарье, Ваçилипе Вера тăлăха юлнă. Аслисемпе ватă асламăшĕ кĕçĕннисене пăхнă. Апла пулин те вĕсене пĕрре те çăмăл пулман. Уйрăмах чи кĕçĕнни - виççĕри Вера пĕрехмай амăшĕшĕн тунсăхланă, куççулĕпех йĕнĕ. Çакă Чулхуларан пиччĕшне пытарма килнĕ йăмăкне çав тери пăшăрхантарнă. Вăл аслисенчен кĕçĕннине вĕсен çемйине парса яма ыйтнă. "Ют çын патĕнче мар, хамăр тăван çумĕнче пулать. Хулара унăн шăпи те телейлĕрех пулĕ",- тенĕ аслăраххисем.

Чăнах та, хĕрпĕрчи лайăх çемьере çитĕннĕ, шкул пĕтерсен, тивĕçлĕ професси илнĕ. Халĕ çемьеллĕ ĕнтĕ вăл, Чулхуларах пурăнать. Май килнĕ таран Аслă Чурачăка та килсе çỹрет, тăванĕсемпе тĕл пулать.

ПĔР ĔÇРЕН ТЕ ỸРКЕНМЕН

Вăр-вар та лара-тăра пĕлмен Коля çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ. Çичĕ класс пĕтерсен вăкăрсемпе суха тунă. Выльăхсем пĕрре те малалла утасшăн пулман, арçын ача вĕсене хулăпа хăмсарсах пынă. Ир пуçласа каçсен сухапуç алăран кайман. Ача киле питĕ ывăнса таврăннă. Алли-урине çунă, кăштах апат çинĕ те ларнă çĕртех çывăрса кайнă. Аппăшĕсем ăна çавăтса кайса вырăн çине вырттарнă.

Ăçта кăна ĕçлемен пулĕ Коля? Ака-суха тунă, ут кĕтĕвĕ кĕтнĕ, выртмана кайнă, вăрман каснă, платник пулнă. Унăн аллисенче пăчкăпа пуртă вылянса çеç тăнă. Колхозăн анлă уй-хирĕнче жнейкăпа тырă вырни те паян та куç умĕнчех. Н.А.Соловьевпа пĕрле ĕçлетчĕç вĕсем. Пурнăç тути-масине сахал мар астивсе курнă Николай Арсентьевич çамрăка çак техникăпа ĕçлеме вĕрентнĕ, нумай паха сĕнỹ панă. Ăна Николай Николаевич паян та ăшшăн аса илет.

ЧĔКЕÇ АППА

Унăн мăшăрне, Анастасия Николаевнăна, ялта Чĕкеç аппа, теççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Вĕсен те çемйи йышлă пулнă - сакăр ача çуралнă. Шел пулин те, вĕсем пĕрин хыççăн тепри сасартăк чирлесе ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

Чĕкеç ятлă хурăпăр. Тен, ăна Турри пурнăç парнелĕ", - тенĕ мăшăрне Хĕветуç аппа саккăрмĕш ачи çуралсан. Чăнах та, хĕрача майĕпен аталансах пынă. Кайран хĕрарăм тата икĕ хĕр çуратнă. Пурте чиперех çитĕннĕ.

Алякинсем ачисене лайăх пăхнă. Май килнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усранă, пахча çимĕç акнă, лартнă. Паллах, хĕрĕсене те çамрăклах ĕç çумне çыпăçтарнă. Вĕсем апат-çимĕç пĕçерме те, алĕç тума та ăста пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Чĕкеçе те чылай каччă куç хывнă, лайăх çемьере ỹссе çитĕннĕ чиперук вара темшĕн-çке тăлăх-турат Кольăна суйласа илнĕ. Каччă ăна ырă кăмăлĕпе, ĕçчен те пултаруллă, вăр-вар пулнипе тыткăнланă.

ТЕЛЕЙЛĔ МĂШĂР

Кольăпа Чĕкеç 1953 çулхи мăнкун эрнинче пĕрлешнĕ. Килĕштерсе пурăннă. Çул хыççăн çул иртнĕ, çемье те хушăнсах пынă. Сăмах май каласан, Николай Ларионов çемьеллĕ пулсан çар ретне тăнă. Пирваях Одессăра службăра тăнă. Малалла салтак Венгрие çитнĕ. 1956 çулта кунта хĕрỹ кунсем пулнă. Вăрçăри майлах пульăсем шăхăрнă, юнлă çапăçусем пулнă. Кунта чăваш арĕ хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă.

Чĕкеç мăшăрне сĕтел тулли тутлă апат-çимĕçпе, ĕçме-çимепе кĕтсе илнĕ. Паллах, унăн ашшĕпе амăшĕ те ытарайми кĕрỹшне нумай ăшă сăмах каланă, унпа мухтаннă. Ăна вĕсем тăван ывăлĕ пекех юратнă, пĕр килте пурăннă. Мăнукĕсене ура çине тăратма пулăшнă.

Коля тетепе Чĕкеç аппа пилĕк ача çуратса ỹстернĕ - икĕ хĕр те виçĕ ывăл. Райăпа Зоя райпо системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Толя - газоэлектросварщик, çемйипе Шупашкарта пурăнать. Саша районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ. Чи кĕçĕнни тĕп килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Гена та, ашшĕ пекех, вăрçă тути-масине аванах пĕлет. Вăл Афганистанра служба ирттернĕ, строитель. Мăшăрĕ Римма ватăсене хисеплет, лайăх пăхать. Ачисем те вĕсенчен нумай тĕслĕх илеççĕ.

Вăхăт çав тери хăвăрт иртет. Коляпа Чĕкеç тин кăна вăйпитти те çамрăкчĕ. Халĕ вара вĕсем сакăрвуннăран та иртрĕç. Коля тете декабрь уйăхĕнче 85, Чĕкеç аппа январĕн 1-мĕшĕнче 88 çул тултарчĕç. Апла пулин те вĕсем ывăлĕпе кинне май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Ларионовсен 11 мăнук, мăн мăнукĕсем 15. Вĕсем пĕр çемьепе пурăнма пуçланăранпа 64 çул çитнĕ. "Çак çула çитни, мăнуксемпе мăнмăнуксене курни - чи пысăк телей", - савăнăçлăн калаçать Анастасия Николаевна.

З.СОЛОВЬЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика