10 февраля 2017 г.
Районта нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсни савăнтарать. Тĕслĕхрен, 2014 çулхи январĕн 1-мĕшне нумай ачаллă çемьесем 362 пулнă, 2015 çулта - 379 çемье. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă çемьесен хисепĕ 409-а çитнĕ. Вĕсем пурĕ 1298 ачана воспитани параççĕ. 409 çемьерен пĕринче 7 ача çитĕнет, 16-шĕ - 5 ачаллă, 4 ача çитĕнтерекенни - 35 çемье.
2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтересси вăйра. Çавна май 3 е ытларах ача çуратнисене укçа-тенкĕ тỹлесе пулăшаççĕ. Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕ тĕлне 292 çемье тỹлев илме заявлени çырнă. Январь уйăхĕнче 192 çемьене пособипе тивĕçтернĕ.
И.НИКИТИНА,
социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"