АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рифат Фаткуллин: "Сăмах ăстисем те пĕлтерĕшлĕ"

10 февраля 2017 г.

 Кăçал та Чăваш Енри 1000-е яхăн çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçрĕ. Паллă ĕнтĕ, çав йыша чи пултаруллисем, пуçаруллисем, ĕçре, вĕренỹре хăйсене кăтартнисем лекнĕ. Вĕсенчен пĕрне, Урмаел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухакан Рифат Фаткуллина, "Каçал ен" тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Рифат Урмаелĕнчи вăтам шкулта ăс пухнă, халĕ ЧПУн журналистика уйрăмĕнче 2-мĕш курсра вĕренет. Лара-тăра пĕлмест вăл. "Пурнăç кĕске, ăна ахаль ирттерме шел. Сусăрсене сыввисемпе танлаштаратăп та çакна калас килет. Пĕрремĕшĕсене çутçанталăк сывлăх енчен кỹрентернĕ. Иккĕмĕшсем, хăшĕ-пĕри, тĕрĕс-тĕкел пулсан та вăхăта ахаль ларса сая яраççĕ", - тет вăл. Рифат ача чухнех журналист пулма ĕмĕтленнĕ. Районта, республикăра йĕркелекен пултарулăх фестивалĕсенче палăрнă каччă, хайлавсен, сăвăсен конкурсĕсене те пĕрре кăна мар хутшăннă. Шкулти уяв программисене те ертсе пыма ăна шаннă. Кун хыççăн вăл аттестат илсен ăçта каймалли пирки иккĕленмен - журналистика факультетне çул тытнă.

- Мускава вĕренмешкĕн ятарласа каймарăм. Тăван республикăна çав тери юрататăп. Чăннипе, кирек ăçта та укçа ĕçлесе илме май пур - пĕр вырăнта лармалла мар çеç, - çирĕппĕн каларĕ стипендиат. 2-мĕш курсра çеç вĕренет пулин те, Рифат хăйĕн ăсталăхне хаçат-журналта, радиора, интернетра, телевиденире туптать.

Унăн ĕмĕчĕсем пысăк. Каччă пур çĕре те ĕлкĕрме, таçта та хутшăнма тăрăшать. Ара, сăмах ăстин йăлтах пĕлсе-курса тăмалла-çке-ха. Рифат журналистика енĕпе ăслăлăх ĕçĕсем çырать, конференцисене, семинарсене, медиафестивальсене хутшăнать. Савăнмалăх çитĕнĕвĕсем те пур. Акă, пĕлтĕр вăл регионсем хушшинчи "Юность Большой Волги" конференци-фестивальте лауреат ятне тивĕçнĕ. Унпа пĕрлех Пĕтĕм Раççейри студентсен наука конференцийĕнче II степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Вăл - Пĕтĕм Раççейри "Медиа Покорение", "МедиаКласс" фестивальсен участникĕ.

Унпа пĕрлех Рифат - вĕренỹре маттуррисенчен пĕри, вăлах - факультетри студентсен канашĕн председателĕ те.

- Епле пур çĕре те ĕлкĕрме вăхăт тупатăн? - кăсăкланатăп каччăран.

- Вĕренỹпе обществăлла ĕç валли çăмăллăнах вăхăт тупатăп. Мана яланах вăр-вар та пуçаруллă пулма, пур çĕре те çитме, çынсемпе ытларах хутшăнма килĕшет. Çĕннине пĕлетĕн, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнатăн. Журналист пурнăçĕ çапла ĕнтĕ вăл. Васкамалла, тĕпчемелле, çырмалла, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултармалла, яка материал хатĕрлемелле, - хуравларĕ пулас журналист.

Рифат Раççей журналисчĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшать. Андрей Малахов ăна оперативлăхĕпе, анлă тавракурăмĕпе килĕшет. Владимир Познерпа Ксения Собчак уншăн - лайăх интервьюерсем.

- Юлашки вăхăтра инженерсем, математиксем кирли пирки калаçаççĕ. Анчах манăн çакна калас килет: сăмах ăстисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем истори чăнлăхĕшĕн яваплă, - сăмахне вĕçлерĕ маттур студент.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика