10 февраля 2017 г.
.jpg)
Иртнĕ эрнере Патшалăх Кремль керменĕнче православи культурипе пĕчĕк хуласен йăли-йĕркисен "София - 2017" фестивалĕ уçăлчĕ.
Йĕркелỹçи - çĕршыври пал-лă юрăç, Раççей халăх артисчĕ, Мускаври Пысăк театрăн солисчĕ Владимир Маторин ертсе пыракан ыркăмăллăх фончĕ. Унăн пĕрремĕш кунĕнче "Вырăс музыкин шедеврĕсем - Раççейĕн пĕчĕк хулисемпе ялĕсене" концерт иртрĕ.
Владимир Маторин РФ Президент оркестрĕпе, А.Юрлов ячĕллĕ Патшалăх академи хор капеллипе тата Л.Иванов ячĕллĕ халăх инструменчĕсен оркес-трĕпе пĕрле тĕн тата классика музыкин произведенийĕсене шăрантарчĕ. Концерта çавăн пекех çĕршыври 150 ытла ялпа хулари кĕвĕ-çемĕ ăстисем те хутшăнчĕç.
Чăваш Ен ушкăнĕнче 250 çын пулчĕ. Пирĕн районти "Каçал" халăх фольклор коллективĕ Маторин концерчĕ умĕн Кремль керменĕн фойинче чăваш юрри-кĕввине шăрантарчĕ. Пирĕннисен пултарулăхĕпе уява пынă 5 пин çын киленме пултарчĕ.
Каçалсен чăваш тумĕ тỹрех аякран килнисене тыткăнларĕ. Хушпу-тевет çуталса шăнкăртатни, хĕрарăмсен илемлĕ тĕрĕллĕ саппунĕсемпе ал тутрисем, арçынсен шупăрĕсем кама кăна илĕртмерĕç-ши? Такам та пырса паллашрĕ тата тĕрлĕ халăх çыннисем сăн ỹкерĕнме кăмăл турĕç.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"