07 февраля 2017 г.
Ку темăна хаçатра хускатмалли çĕнĕрен те çĕнĕ сăлтавсем тупăнсах пыраççĕ. Вĕсенчен хỹтĕленмелли меслетсем пирки тăтăшах асăрхаттаратпăр пулин те, ултавçăсем çĕнĕ çул-йĕр шыраса тупса татах "шăннă пăр çине лартаççĕ".
Ытларах чухне киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерỹсем тăрăх таваршăн укçа куçарса паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те - банкри шут çинчи укçана сăптăрса илеççĕ. Преступниксем пластик карточкăсем çинчи укçана парольсĕрех вăрлама та вĕренсе çитнĕ. Пĕр-пĕр вăйăра çĕнтернĕ е тата эсир пысăк укçа-тенкĕ выляса илнĕ тесе пĕлтерекен СМС-хыпарсем те телефонсем çине килеççĕ. Юлашки вăхăтра ватăсем патне социаллă ĕçченсем пек пулса шăнкăравлаççĕ, пулăшма шантарса укçа-тенкĕ куçарса пама ỹкĕтлеççĕ. Çавăн пекех интернетра тавар сутакансем тата туянакансем шар кураççĕ. Асăрхануллă пуласчĕ. СМС-хыпарсене ан хуравлăр, банк карттин реквизичĕсене никама та ан пĕлте- рĕр! Сирĕнтен темĕнле ỹкĕтлесе ыйтсассăн та вĕсене хурав париччен банка шăнкăравлăр.
Ют çынсене шанма пăрахмалла. Вăрăсем сăмах май вăрттăн информаци ыйтса пĕлме маçтăр. Çынна калаçтарса вĕсем шанăçа кĕ-реççĕ те, банк карттин реквизичĕсене пĕ-леççĕ. Кайран вара ултавçăсене шыраса тупма пĕрре те çăмăл мар. Тимлĕ пулни инкекрен хăтарĕ.
Сăмах май
Иртнĕ çул районта банк карточкисенчен укçа вăрланă 17 тĕслĕхе регистрациленĕ. 2015 çулта 3 тĕслĕх пулнă.
Ансат правилăсем
Банк карточкин реквизичĕсене никама та ан пĕлтерĕр;
пин-кода карточка çине çырса ан хурăр, ăна асра тытсан лайăхрах;
карточка çинчен укçа илес тесен çывăхра видеокамера е хурал вырнаçнă банкоматсене суйласа илĕр;
банкоматран укçа илнĕ чухне тимлĕ сăнăр: çумра палламан çынсем тăмаççĕ-и, клавиатура урăхларах мар-и, экран патне хушма устройство вырнаçтарман-и? Енчен те çак кăлтăксене асăрхасан вăл банкоматпа усă ан курăр; укçа илнĕ чека банкомат çывăхне ан пăрахăр, унпа ултавçăсем картта номерне тупма пултараççĕ;
интернетпа çыхăнтарнă кĕсье телефонне, компьютера антивирус программипе тивĕçтерĕр;
СМСпа, ММСпа килнĕ ссылкăсемпе малалла ан кĕрĕр, вĕсене сирĕн пĕлĕшĕрсен ячĕпе ултавçăсем те ярса пама пултараççĕ;
тавар туянас тесессĕн электрон енчĕксене укçа куçарма ан васкăр, чылай чухне ултавçăсем çак схемăпа усă кураççĕ, хăйсене сутуçă тесе пĕлтереççĕ.
А.АХМЕЕВ,
полици начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"