АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш пирĕн чĕрере

07 февраля 2017 г.

Чечен вăрçинче çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунă ентеше Леонид Борисова асăнса Çĕнĕ Мăрат ялĕнче волейбол турнирĕ иртрĕ. Леня - Çĕнĕ Мăрат каччи, шкул пĕтерсен салтака кайнă. Ĕçпе пиçĕхнĕ ял ачи çартан киле таврăнайман. Чечен вăрçин хирĕнче йывăр аманнипе ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе турнир умĕн Комсомольски, Шурут, Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăратпа Тукай, Вутлан ялĕсенчи спортсменсем линейкăна тăчĕç.

Пухăннă çамрăксене Леонидăн амăшĕ Елена Тимофеевна тав турĕ, мирлĕ пурнăç сунчĕ. Шкул директорĕ А.С.Борисов каччăсене сывлăха упрама, тăван çĕре хỹтĕлеме яланах хатĕр пулмаллине каларĕ. Леня Борисов шкулта тăрăшса вĕренни çинчен, художник пулма ĕмĕтленни пирки класс ертỹçи пулнă С.С.Ларионова каласа пачĕ. Пур спортсмена та турнирта маттур пулма сунса Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.П.Андреева тухса калаçрĕ.

Спорт вăййи хĕрỹ иртрĕ. Çапах чи маттуррисен ятне Комсомольски ялĕн çамрăкĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Мăрат каччисем йышăнчĕç. Шурут вăтам шкулĕн хастарĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Альберт Соломонович пухăннă хăнасене, астăвăм кунне ирттерме пулăшнă организацисене чунтан тав турĕ.

- Йăлана малашне те тытса пырасчĕ, Тăван çĕршыва хỹтĕленĕ салтаксене манас марччĕ, - терĕ вăл турнир вĕçĕнче.

Шкулти мероприятие йĕркелеме пограничниксем те пулăшнине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Чăваш Республикинчи пограничниксен обществăлла организацийĕн председателĕ Анатолий Борисович Шорников, асăннă организацин районти уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Геннадий Николаевич Филиппов, çар тусĕ Леонид Киргизов яшсене çутă малашлăх сунчĕç. Çарпа патриотизм уйăхлăхĕ пынă май, вĕсем аслă классенче вĕренекенсемпе калаçу ирттерчĕç. Ачасем тĕрлĕ ыйтупа кăсăкланчĕç, хăйсен те пограничник пулас килниние пытармарĕç. Аслă тусĕсен хуравĕсем чăннипех те тулли пулчĕç. Çар çынни пулас тесессĕн çирĕп сывлăхлă пулмалла, ỹт-пĕве пиçĕхтермелле. Çакна арçын ачасен лайăх пĕлмелле. Кашнинех салтак атти тăхăнма хатĕр пулмалла.

О.ЗВЕРЕВА,

11-мĕш класс вĕренекенĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика