07 февраля 2017 г.
Пирĕн кукаçи - Виталий Григорьевич Яндров. Вăл Асанкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçлесе пенсие тухнă. Вăл - ăста столяр. Унăн аллинче ĕç выляса çеç тăрать. Сисĕнмерĕ те, вăл 80 çула çитрĕ.
Кукамайпа кукаçи, Раиса Никифоровнăпа Виталий Григорьевич Яндровсем, çичĕ ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун вĕсен вун пĕр мăнук. Кукаçи пире, мăнукĕсене, яланах ĕçе хăнăхтарма тăрăшать. Ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Аллисем унăн ылтăн. Мĕн пĕчĕкрен йывăçпа ĕçлеме юратаканскер, тем тĕрлĕ эрешсем касса кăларать.
Кукаçипе кукамай пире ĕçлеме çеç мар, лайăхрах вĕренме те пĕрмаях хистеççĕ. Вĕсенчен вĕренмелли чăнах та нумай. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Картишре выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал ĕрчетеççĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстереççĕ. Кил хушшинче пур япали те хăй вырăнĕнче.
Кашни чỹрече анинче илемлĕ те тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Пỹлĕмре те туллиех вĕсем. Чечексем ешерсе ларнине курсан çак килте килĕшỹ хуçаланнине ĕненетĕнех. Ахальтен-и кукаçипе кукамай пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаççĕ.
Кукаçипе кукамай, эпир сире юрататпăр, сирĕнпе мухтанатпăр. Сирĕн пурнăç çулĕ вăрăм та такăр пултăр. Эсир пурри чи пысăк пуянлăх.
Юльăпа Николай ГЕРАСИМОВСЕМ.
Источник: "Каçал Ен"