07 февраля 2017 г.
Патшалăх пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă куракансене кăçал 30 процентлă çăмăллăх параççĕ. Çăмăллăхпа пĕрлехи порталта регистрациленнĕ тата ун урлă электрон майпа заявлени çыракансем усă курма пултараççĕ.
Патшалăх пошлинишĕн 30 процент сахалрах тỹлеме май пур. Халăх хушшинче анлă сарăлнă пулăшусен тĕсĕсем йỹнелеççĕ. Тĕслĕхрен, ют çĕршыв паспортне тунă чухне 3500 тенкĕ патшалăх пошлини тỹлемелле. Пĕрлехи портал урлă тỹлесессĕн унăн хакĕ 2850 тенкĕ пулĕ. Автомобиле регистрациленĕшĕн 2850 тенкĕ тỹлемелле пулсассăн, портал урлă - 1995 тенкĕ. Уйрăмлăхĕ сисĕнет, паллах. Эсир www.gosuslugi.ru пĕрлехи порталпа усă курса укçа-тенкĕ çеç мар, вăхăтăра та перекетлеетĕр. Çавăнпа та патшалăх паракан çăмăллăхпа усă курма васкăр.
Г.ЗАЙЦЕВА,
муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн штаб начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"