03 февраля 2017 г.
"Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа Людмила Шорниковăпа (Анат Тимĕрчкасси) Алина Афанасьева (Тукай) ăстасен алă ĕçĕсен куравне - "Нити любви и родства" - уçрăмăр.
Людмила Борисовна Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕнче ачасене ỹкерме вĕрентет. Печворк мелĕпе илемлĕ çивиттисем, минтер пичĕсем, картинăсем, тĕрлĕ сармасем çĕлет. "Çавăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх тытса, ĕçе çỹресе, вĕтĕр-шакăр ачасемпе ĕçлесе, хăш вăхăтра пурне те ĕлкĕрме пулать?" - ыйту хыççăн ыйту пачĕç хăнасем.
- Тăрăшсан пур япала валли те вăхăт тупăнать, - терĕ ăстаçă.
Алина Афанасьева Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене пĕлỹ парать. Алина ăстасен çемйинче çуралса ỹснĕ. Унăн амăшĕ те, кукамăшĕ те, амăшĕн пĕртăванĕсем те пултаруллă çынсем. Алă ĕçне те вăл мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пынă. Халĕ Алина Григорьевна хушпу-тухья та, масмак та, вĕтĕ шăрçаран картинăсем те тĕрлет.
Ăстаçăсен ĕçĕсем яланах халăх умĕнче. Районта иртекен куравсемсĕр пуçне кỹршĕ районсенче, Шупашкарта йĕркелекен куравсенче те час-часах вĕсен илĕртỹллĕ япалисемпе паллашма пулать.
Шкул программинчи техника предмечĕпе печворк мелне вĕрентмелли уроксем те пур. Çав техникăпа паллашма, бисерпа тĕрленĕ илемлĕ япаласене хаклама район музейне йыхравлатпăр. Курав пуш уйăхĕччен ĕçлет.
А.ПОЛЯКОВА.
Источник: "Каçал Ен"