03 февраля 2017 г.
Паллă та пултаруллă çыравçă, куçаруçă Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Ăна халалласа Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен конкурссем иртрĕç.
Иртнĕ кунсенче Хусанкай çырнă хайлавсене илемлĕ вулакансем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Конкурс пуçланиччен В.А.Филиппова учитель сăвăçăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ачасем Хусанкай сăвви тăрăх "Хусан чăвашĕсем" ушкăн хывнă çĕнĕ клипа пăхрĕç. Конкурса хутшăнас текенсем йышлă пулчĕç. Кашни ачах поэтăн чи килĕшнĕ хайлавне пăхмасăр каласа пачĕ, илемлĕ те çепĕç, пуян та сăнарлă йĕркесене туйăмпа вуларĕ.
Çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ пулин те, жюрисем тĕрĕс, тивĕçлĕ хак парса чи маттурисене палăртрĕç. Чи пултаруллисен шутĕнче - Мария Афанасьева (ертỹçи - Н. С. Шурбина), Сергей Иванов (ертỹçи - А. Г. Афанасьева), Вероника Портнова, Анна Казакова (ертỹçи - Л.Е.Сенатова), Таня Матросова, Александр Скворцов, Эрбина Портнова, Юля Кузьмина (ертỹçи - З.В.Бархонова). Конкурс çĕнтерỹçисемпе ĕç малалла тăсăлĕ, вĕсен пултарулăхĕпе видеоролик хатĕрлесе республика шайĕнче иртекен конкурса тăратĕç.
Шкулта çакăн пек кăсăклă конкурссем иртни пире, вĕренекенсене, савăнтарать, мĕншĕн тесен хамăрăн ăсталăха кăтартма, аталанма пултаратпăр, йăнăшсене курса тỹрлететпĕр. Тăван халăх культурипе, литературипе тĕплĕнрех паллашма май параççĕ çакнашкал ăмăртусем.
Тăван чĕлхене хисеплеме чĕнсе калакан поэта ман çĕре çити пуç тайса тав тăвас килет. Хаклă поэтăмăра çапла калас килет:
Тĕрĕсех эсир каланă,
Чăваш халăхĕ - маттур!
Упрама хăйне пултарнă,
Упранма ун вăйĕ пур.
Эпир пулнă та пулатпăр,
Вăрăм-ха тата кун-çул,
Çут малашлăха шанатпăр,
Тăван халăх - пирĕн мул!
Эрбина ПОРТНОВА,
11-мĕш класс.
Источник: "Каçал Ен"