АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хỹтĕлевçĕ пулса çитĕнĕç

03 февраля 2017 г.

 Раççей Федерацийĕн шкул ачисен юхăмĕн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл - çарпа патриотизм воспитанийĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр РФ Оборона министерствин Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен "Юнармия" çарпа патриотизм общество юхăмне йĕркелес сĕнĕвне ырласа йышăннăччĕ. Организацин тĕллевĕ - çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, унăн интересĕсене, культурине, йăли-йĕркине хỹтĕлеме, историне, аслă ăру çыннисене хисеплеме хăнăхтарасси.

Çак кунсенче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче "Юнармия" çарпа патриотизм юхăмĕн Комсомольски уйрăмĕн I слечĕ иртрĕ.

Слета уçнă май Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ С.Данилов общество юхăмĕн тĕллевĕсенчен пĕри ачасемпе çамрăксене Раççей историйĕпе, çĕршывăн паттăрĕсемпе, паллă çыннисемпе кăсăклантарасси пулнине палăртрĕ. Вĕренỹрен пушă вăхăтра çамрăк армеецсем палăксемпе астăвăм комплексĕсене пăхса тăрĕç, волонтер ĕç-хĕлне пурнăçлĕç, çавăн пекех культура тата спорт мероприятийĕсене хутшăнма пултарĕç, пĕрремĕш пулăшу пама вĕренĕç. Пĕрремĕш слета хутшăннă 90 ача çамрăк армеецсем пулса тăчĕç. Вĕсем "Эсĕ мар-тăк тата кам?!" девизпа çĕршыв умĕнчи чыс хакне, хỹтĕлевçĕ тивĕçĕн пĕлтерĕшне пĕлсе ỹсĕç. Пирĕн районта чăн-чăн патриотсем ỹсессинче иккĕленỹ çук.

(ХАМĂР ИНФ.).

М.ИГНАТЬЕВ,

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

Тăван çĕршыва юратни кăна пире пĕтĕçтерме тата пĕрлештерме пултарать, аслă çĕршывăмăра никам çĕнейми тăвать, пире тулашри кирек мĕнле чĕнĕве те тивĕçлĕн хирĕç тăма май парать! Вĕренỹ министерствин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе тата общество организацийĕсемпе пĕрле ачасене, çул çитмен ачасемпе çамрăксене обществăшăн усăллă ĕçсем тума йышлăнрах явăçтарма, вĕсене хăйсен Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăхне тата тивĕçне ăнланса ăша хывма пулăшакан проектсем туса хатĕрлемелле тата пурнăçламалла.

ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика