АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи кун та балалайка калать

03 февраля 2017 г.

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Анфиса Максимовна Школьникова 90 çул тултарчĕ.

Унăн ачалăхĕ çăмăл пулман. Ашшĕне вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта илсе кайнă. Çав çулхи ноябрь уйăхĕнче кил хуçи хыпарсăр çухалнă хут килнĕ. Çемьери ултă хĕре амăшĕ пĕчченех ура çине тăратнă, аслисем кĕçĕннисене вăй çитнĕ таран пулăшнă. Анисса та вăрçăн йывăр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа каçчен хирте тăрăшнă - сухаланă, тырă акнă, ăна вырса пуçтарнă.

Вăрçă хыççăн тус-юлташĕсемпе пĕрле Аниссана Ленинград облаçĕнчи пусма фабрикине ĕçлеме тесе улталаса тайгана илсе çитереççĕ. Кунта вара çамрăксем пĕр çул вăрман каснă çĕрте пилĕк авнă. Унтан таврăнсан хĕр колхозра, нумай çул почтальонра тăрăшнă. Кайранхи çулсенче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Аслă Çĕрпỹел ял Советĕнче техничкăра ĕçленĕ.

Анисса аппа çамрăк чухне балалайкăпа питĕ ăста вылянă. Паян кун та ăна стена çине çакса тирпейлĕ упрать. Юбилей кунĕнче пуçтарăннисене Анфиса Максимовна пĕр çаврăм кĕвĕ выляса тĕлĕнтерчĕ.

"Ку балалайка хамран та аслăрах, 1925 çулхиех. Хăй вăхăтĕнче вăйă картинче, улахсенче ялти тата таврари нумай çамрăка ташлаттарнă, савăнтарнă. Çак балалайкăн кĕввипе ялти çамрăксене вăрçа ăсатнă, вĕсене кĕтсе илнĕ, чылайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçне хунă", - каласа пачĕ Анфиса Максимовна иртнĕ вăхăта аса илсе.

Паянхи кун ветеран ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Кинеми килти ĕçсене тума пулăшать, çуллахи кунсенче вара чăх-чĕппе вăхăтне ирттерет, пахчара та тăрмашать. Çĕнĕ хыпарсемпе те кăсăклансах тăрать, радио итлет, хаçат-журнал вулать.

Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Анфиса Максимовнăна медаль парса чысланă, юбилей медалĕсем те чылай унăн. Çавăн пекех ăна Хисеп хучĕсемпе чысланă, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ.

Анфиса Максимовна - ялти хисеплĕ çын. Тарават та маттурскере тăванĕсем, ял-йыш сума сăвать. 90 çулхи юбилейпе район администрацийĕн экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи Светлана Ульдина, Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев саламлани тата РФ Президенчĕн саламне çитерни Анфиса Максимовнăшăн чĕре çине çу сĕрнĕ пекех пулчĕ.

- Анфиса Максимовна, эсир - хисеплĕ çын, хальхи ăрушăн ырă тĕслĕх. Эпир сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, ачăрсемпе мăнукăрсен, çывăх çыннăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшỹ хуçалантăр, - терĕ Геннадий Герольдович ветерана саламласа.

Анфиса Максимовнăн пурнăç çулĕ вăрăм, сывлăхĕ çирĕп пултăр.

А.ИВАНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика