03 февраля 2017 г.
Шахматла ăста та маттур вылякан Николай Индюков тăтăшах тĕрлĕ турнирсене хутшăнать.
- Тупăшусенче вăй виçни ăсталăха ỹстерме пулăшать, - тет Николай Андриянович.
Çак кунсенче вара Н.А.Индюков черетлĕ ăмăртуран кĕмĕл медальпе таврăннă. Патăрьел районĕнче йĕркеленĕ республикăри ăмăртăва хутшăннă вăл. Асăннă турнирта шашкăлла ăста вылякан 19 спортсмен пулнă. Вĕсем республикăран çеç мар, Мускавран та килсе çитнĕ. Апла пулин те Николай Андриянович кĕмĕл медале алăран вĕçертмен. Çавăн пекех ăмăртăва пирĕн районтан Сергей Зайцев, Сергей Красильников та хутшăннă.
Источник: "Каçал Ен"