03 февраля 2017 г.
Суд приставĕсен федераллă службин Комсомольски районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, районти чылай ашшĕ ачисемшĕн алимент вăхăтра тỹлемест.
Вĕсенчен пĕрисен темиçе уйăх, теприсен çулталăкĕпе парăм пухăнса кайнă. Виççĕмĕш ушкăнрисем вара суд йышăнăвне нимĕн вырăнне хумасăр темиçешер çул алиментран унталла та кунталла тарса çỹреççĕ. Çакскерсем явсан-явсан вĕренĕн вĕçĕ пулнине маннă-ши? Нумай е сахал вăхăтран вĕсем кашниех йĕрке хуралçисен аллине çакланасси те паллă-ха. Çапах та паян районти приставсен службин уйрăмĕн сотрудникĕсем вулакансенчен Аслă Çĕрпỹ-елĕнчи П.В.Артемьев, Шупашкарти А.Ю.Боровков, Асанкассинчи И.В. Фадеев ăçта тарса е пытанса пурăннине пĕлсен е курсан 8(8352)41-08-71 "шанăç телефонĕпе" е тата районти суд приставĕсен уйрăмне 5-14-38, 5-15-68 номерсемпе шăнкăравлама ыйтаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"