АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла-аллăн - 60 çул

03 февраля 2017 г.

 Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Можаевсем хăйсен пурнăçĕнчи чи паллă куна - бриллиант туя - ыран чи çывăх тăван-хурăнташĕсемпе, кỹрши-аршипе пĕрле пĕр кĕрекере чыслă лару-тăрура савăнăçлă уявлама палăртнă. Çемье çавăрса алла-аллăн тытăнса 60 çул анлă пурнăç çулĕпе утнине сиссе те юлайман Георгий Егоровичпа Анна Владимировна. Халĕ вара утса тухнă кун-çул сукмакĕ ерипен куç умне илемлĕн çуталса тухса тăрать.

...Тăватă пĕртăванран кĕçĕнни çитĕннĕ Георгий. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче вăкăр кỹлсе Канаша тырă леçнине, унтан таврăннă чухне çула май вутă тиесе килнине епле манайăн? Уй-хирте вăй парса ĕçленĕ ача çăмăл мар пулсан та нăйкăшнине астумасть. Шав малалла талпăннă, ĕçпе кăна мар, чунпа та патвар та çирĕп пулма ĕмĕтленнĕ.

1951 çулта мал ĕмĕтлĕ çамрăк Канашри механизаци шкулне вĕренме кайнă. Çулталăкран тракторист удостоверенине илсен ăна Патăрьелĕнчи МТСа ĕçлеме янă. Çак районти, ун чухне Нĕркеçсем те çак района кĕнĕ, Катек, Татмăш ялĕсенчи уйсенче ĕçленĕ. Нĕркеç каччи ДТ-54 трактора тухăçлă ĕçлеттернипе часах коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ. Çурхи-кĕрхи ĕçсене вĕçлесен ăста механизатор вăрман турттарнă.

Харсăр тракторист кỹршĕ ялсенче ĕçленĕ вăхăтра Катек хĕрĕпе паллашнă. Анна Исаевăна пĕрре курса килĕштернĕ те виçĕ çул туслă çỹренĕ. Унтан амăшне кăтартма илсе килнĕ. Килĕшнĕ Анна пулас хунямăшне. 1957 çулта Георгийпе Анна çемье çавăрнă. Нарăс уйăхĕн сиввинче венчете тăни, ялта пĕр эрне туй-çăнăхта кĕрлеттерни халĕ те телейлĕ мăшăр чĕрисенче ăшшăн упранать.

Анна качча килнĕ хыççăнах колхоза ĕçе тухнă. Бригадăра сакăр çул ĕçленĕ хыççăн Патшалăх сорчĕсен участокне ĕçе вырнаçнă. Кунта чи маттуррисене çеç ĕçе илнĕ. Вĕсем çĕнĕ сортсем акса ỹстернĕ, вĕсен тухăçлăхне сăнанă. Анна Можаева сеялка çинче тăрăшнă. 37 çул стаж пуçтарнă унта пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм.

- Выльăхсем чылайран колхозра выльăх кăшманĕн пайĕсене çумлама та хутшăннă. Ирхине ирех ГСУна кайиччен тата ĕç хыççăн кайса çумлаттăм хамăн анана, - аса илет иртнине Анна Владимировна.

Бригадир унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă пулнă. Шаннă ĕçе тĕплĕ тăвакан хĕрарăмăн лаптăкĕ пĕрмаях ыттисенчен таса та тирпейлĕ пулнă.

Ячĕшĕн, патак ларттарассишĕн, ĕçлеме пĕлмеççĕ Можаевсем. Георгий Егорович кỹршĕ районта 12 çул трактористра ĕçленĕ хыççăн тăван яла ĕçлеме куçать. Пултаруллă та ăста алăллă механизатора электросварщика вĕренме яраççĕ. 15 çул тăрăшать çак сумлă та çăмăл мар профессипе. Çак тапхăрта вăл тăван, кỹршĕ ялсенчи çĕнĕ çурт тăвакансене пăрăхсем кĕртсе парса маçтăрлăхĕпе палăрнă. Ỹркенмен Георгий аллисенче кирек мĕнле ĕç те вĕресе тăнă.

Вăхăт шунă. Ял çыннисем килсене газ плитисем лартнă. Газ баллонĕсене Канашран ятарласа турттарса килмелле, ял çыннисене кĕртсе памалла, плитапа мĕнле усă курмаллине вĕрентмелле, асăрхаттармалла... Çак яваплă ĕçе никама та мар, Георгий Можаева шанса параççĕ. Çавăнпах газовике вĕренсе тухать вăл. Лаша кỹлнĕ те ял халăхне баллонсемпе тивĕçтерсе тăнă. 13 çул çак ĕçре тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та алран ĕç пăрахман, тĕрлĕ çĕрте, çав шутра кочегарта та вăй хунă.

Ял çыннисен Можаевсенчен ырă тĕслĕх илмелли пурах. Ĕçчен çемье пус çумне пус хушса мал ĕмĕтпе çунатланать. 60 çул хушшинче вĕсем тăватă çурт лартнă. Вĕсемех чи малтан автомашинăпа ярăннă. Ахальлипе мар, Германире туса кăларнă "Амфибия" автомашинăна ватăсем аван астăваççĕ. Шăпăрлансем ăна танкпа танлаштаратчĕç. Утă-улăм турттарма та усă куратчĕç унпа.

Туслă та шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьере пĕр ывăл çитĕннĕ. Николай Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухса тăван хуçалăхра инженерта нумай çул ĕç-лерĕ. Унтан Комсомольскинчи газ участокĕнче 10 çул мастерта тăрăшрĕ. Халĕ те куллен Комсомольскинех ĕçе çỹрет.

Николай Хирти Сĕнтĕр хĕрĕпе, Раиса Ченакинăпа, çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă ача çуратса ỹстернĕ. Николайпа Раисăн та çемье стажĕ пĕчĕк мар - 36 çул.

Георгий Егоровичпа Анна Владимировна мăнукĕсене нумай утьăкка сиктернĕ. Вĕсем халĕ атте-аннен ăшă йăвинчен вĕçсе кайнă. Аслисем çемьеллĕ. Кашнийĕшĕ хăйсен ăшă йăвине çавăрнă. Кĕçĕнни, ыттисем пекех, аслă пĕлỹ илес тесе ăнтăлать. Паян ватă аслашшĕпе асламăшĕ кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Виçĕ тĕпренчĕк вĕсем.

Аслă мăнукĕн Володьăн ывăлĕ Артем, авă, иккĕре пулсан та, çемçе кăмăлĕпе тыткăнлать. Ватăсене ăшшăн ыталамасăр та килĕнчен кăларса ямасть. Ачаран çапла ырăлăха вĕрентеççĕ ку çемьере.

- Малтанах пĕр çуртра виçĕ ăру пурăнаттăмăр. Халиччен килтине урама кăларман, урамрине пỹрте кĕртмен. Çамрăксем ваттисене хисеплесси çирĕп йăлара, - пĕлтерет Анна Владимировна.

Ырă хунавран ырă йывăç ỹсет тесе ахальтен каламан. Йăхран-йăх тăрăшулăхĕпе палăрать ялта. Ватă Можаевсем паян та ĕçсĕр лараймаççĕ. Сакăр теçеткене хыçа хăварнă ватăсем вашават та çивĕч.

- Ахаль ларсан куна мĕнле ирттермелле? Çын ĕçпе илемлĕ, - тет 86 çула кайнă Георгий кукка.

Вăл кил картинче кăштăртатать, тимĕрçĕ, токарь, сварщик ĕçне кăна мар, платник ĕçне те пултарать. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшаканскер, кăшт пушансан ял вĕçĕнче пурăнакан мăнукĕ патне кайса килет. Хĕлле çуранах, çулла вара Анна инкепе иккĕшĕ те велосипед çинчен анмаççĕ.

Можаевсен тепĕр ырă ĕçĕпе паллаштармасăр иртес килмест: вĕсем ялта чи малтан пысăк çĕр ĕçне пуçарса янă. Севок-сухан, тĕрлĕ пахча çимĕç туса илме пуçланă. 1 гектар ытла çĕр çинче пурте, ватти-вĕтти, кар тăрса ĕçлеççĕ. Ĕç ырлăх кỹнине чун-чĕрипе туяççĕ. Вĕсем тăван ялта лавкка туса лартма та вăй çитернĕ.

- Пурнăç ăнăçăвĕ çемье тăнăçлăхĕнчен килет. Эпир çак тарана çитсе пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнатпăр. Мана мăшăрăм пỹрнепе те чышса курман. Нихăçан та эрехпе иртĕхмен, сиенлĕ йăласемпе туслă пулман вăл. Пултаруллă та ỹркенмен арçын çумĕнче начар пулма сăлтав çук, - тет Анна Владимировна.

- Ачалăх çăмăл пулмарĕ пирĕн, çапах çĕре ỹкмерĕмĕр. Хальхи пурнăçра çамрăксене хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлама çул уçă. Вĕрен, ĕçле, ан ỹркен - малашлăху хăвăн аллунта. Мирлĕ тỹпе айĕнче пурăннă чухне çакна ăнланасчĕ те кашни ырă саманта хаклама тăрăшасчĕ, - мăшăрĕн сăмахĕсем çумне хушса хучĕ Георгий Егорович.

Сумлă ватăсен сăмахĕсемпе килĕшмесĕр тăма çук.

Хаклă çыннăмăрсене сумлă уявпа мĕнпур йăхташăмăрсен ячĕпе ырлăх-сывлăх сунатпăр. Вĕсем пирĕншĕн, çамрăк мăшăрсемшĕн, ĕмĕр-ĕмĕр тĕслĕх вырăнĕнче.

В.КИРИЛЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика