03 февраля 2017 г.
Халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕпе Чăваш наци радиовĕ фольклор коллективĕсен "Иксĕлми çăлкуçсем" фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Январĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ уява Тутарстанран, Чĕмпĕр, Самар облаçĕсенчен килнĕ, республикăри пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă.
Пирĕн районти "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн арçынсен ушкăнĕ те тивĕçнĕ çав уява хутшăнма. Куракансем ушкăнăн илемлĕ те шухăша яракан юррисене хапăлласа йышăннă. Йĕркелỹçĕсем вĕсене Диплом парса чысланă.
Источник: "Каçал Ен"