03 февраля 2017 г.
Çак программăна темиçе хутчен те тăсрĕç ĕнтĕ. Халь вара РФ Патшалăх Думин ЖКХ тата пурăнмалли çурт-йĕр политикин комитечĕ тỹлевсĕр приватизаци вăхăтне 2017 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче вĕçлеме сĕннĕ. Виçĕ категоришĕн çеç - Крым çыннисемшĕн, авариллĕ çурт-йĕртен куçнисемшĕн тата тăлăх ачасемшĕн - ăна 2020 çулччен тỹлевсĕр тума килĕшнĕ. Çапла вара Раççейре 25 çула пынă приватизаци историйĕ вĕçленет тесе шутлама пулать.
Комитет ларăвĕнче парламентарисем пурăнмалли çурт-йĕре тỹлевсĕр приватизацилемелли саккунсен альтернативлă 6 проектне сỹтсе явнă. Маларах Строительство тата Экономика министерствисем асăннă проекта хупмалли çинчен пĕрре кăна мар сăмах хускатнă. Анчах та 3 млн çын - Крымра пурăнакансем, авариллĕ çурт-йĕртен куçнисем - айккинче юлнă пулĕччĕç тата патшалăх панă хваттерсене тăлăх ачасем те харпăрлăха куçарса ĕлкĕреймĕччĕç. Патшалăх Думин февралĕн çурриччен ăна виçĕ вулавра пăхса тухса йышăнма ĕлкĕрмелле, унсăрăн тỹлевсĕр приватизаци пуриншĕн те вĕçленме пултарать.
Пирĕн районта та приватизацилемен харпăрлăх пур-ха. Вăл пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн 1 процентне яхăн çеç пулин те, васкама, юлнă вăхăтпа усă курса ĕçе вĕçне çитерме сĕнес килет. Мартăн 1-мĕшĕччен нумай та вăхăт юлмарĕ.
С.УЛЬДИНА,
райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"