03 февраля 2017 г.
Федерацин 2016-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçлама Чăваш Ен федераци бюджетĕнчен субсиди шучĕпе 104 миллион тенкĕ ытла илĕ.
Раççей Правительствин ларăвĕнче регионсене субсидисемпе пулăшасси çинчен каланă май, Дмитрий Медведев премьер-министр çапла палăртнă: "Субсидисен пысăк пайне федерацин 2016-2020 çулсенче вĕрентĕве аталантармалли тĕллевлĕ программине пурнăçлассипе çыхăннă тĕп ĕçсене пурнăçлама регионсене ярăпăр. Çав шутра чи малтанах - вĕренỹ пахалăхне лайăхлатма. Регионсен пĕрлехи компетенци центрĕсене аталантарма, çавăн пекех пирĕн экономикăна уйрăмах кирлĕ специальноçсемпе, чи малтанах рабочисен специальноçĕсемпе, çамрăксене вĕрентессипе çыхăннă WorldSkills ăмăртăвĕсене хутшăнакан командăсене хатĕрлеме 700 миллион тенке яхăн уйăратпăр".
Источник: "Каçал Ен"