03 февраля 2017 г.
2017 çул Раççейре - Экологи, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ ячĕпе иртĕ. "Атте-аннерен хакли нимĕн те çук" - тесе каланă ваттисем. Вăл чăннипех те çапла. Çывăх çынсем çумра пулнăран эпир телейлĕ. Атте-аннене упрасчĕ, хисеплесчĕ ĕмĕрех.
Февралĕн 2-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, чи хисеплĕ, маттур çемьесене чысларĕç. Вĕсем вара чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Акă, Юнтапа ялĕнче пурăнакан Валентина Тихоновнăпа Валерий Никонович Лепешкинсем 54 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаççĕ. Çемьери юратупа килĕшỹ çимĕçĕсем - ултă ача. Вĕсем паян хисеплĕ атте-анне, кукаçи-кукамай, асатте-асанне. Лепешкинсем - пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Вĕсен çемйинче яланах тăнăçлăх хуçаланать. Ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерсе, пурнăç çулĕ çине кăларнăскерсем, паян мăнукĕсене тĕрĕс пурăнма, ватăпа ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла пулма хăнăхтарса ỹстереççĕ.
- Аттепе анне - кашниншĕн чи çывăх çынсем. Вĕсем пире тăван тавралăха, халăха, çĕршыва юратма вĕрентеççĕ. Ачасем тулли кил-йышра çитĕннине мĕн çиттĕр? Вĕсене воспитани панă çĕрте аслисен витĕмĕ пысăк. Телейлĕ ача вара телейлĕ те туслă çемьере кăна çитĕнет. Эсир ачăрсене çуратса ỹстернĕ, çемье çавăрма пилленĕ. Çур ĕмĕр ытла пĕрле килĕштерсе пурăнатăр. Сирĕнпе чăннипех те мухтанатпăр, - терĕ мăшăрсене саламласа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Петрова.
Салам сăмахĕсем Комсомольскинче пурăнакан Аленăпа Павел Трофимовсен ячĕпе те пулчĕç. Вĕсем - виçĕ ача ашшĕ-амăшĕ. Трофимовсем ывăлпа икĕ хĕре тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Кăçал вĕсен çемйине çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Çак ятпа çамрăк çемьене районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова, нумай функциллĕ центр директорĕ Оксана Григорьева ăшшăн саламларĕç. Маринăпа Евгений Кокоревсем иккĕмĕш пепкешĕн Амăшĕн капиталне тивĕçрĕç.
Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче республикăра, районта йĕркелекен тĕрлĕ мероприяти аннесемпе аттесене сума сăвасси чи сăваплă пулăмсем шутланнине чĕре патне çитерме пулăшĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Цитата
Михаил ИГНАТЬЕВ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
- Чăваш Енре мăшăрлану тата çемье яланах хисепре пулнă. Ачаллă çемьесене паракан социаллă пулăшу, çамрăк ăрăва çемье хаклăхĕсен никĕсĕ çинче пăхса çитĕнтерни хăйĕн витĕмлĕ пархатарне кỹрет. Пирĕн çемьесем çирĕп!
ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран.
Источник: "Каçал Ен"