31 января 2017 г.
Иртнĕ шăматкун эпир, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн çамрăк шыравçисем, паттăр ятне тивĕç Иван Смирнов пулеметчик ỹснĕ Çĕнĕ Сĕнтĕр ялне çитсе килтĕмĕр. Унăн тăванĕсемпе курса калаçрăмăр, палăкĕ умне чечек çыххи хутăмăр. Людмила Смирнова пире Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунă тăванĕ пирки каласа пачĕ.
Иван Смирнов Кивĕ Сĕнтĕрте 1922 çулта çуралнă. 1928 çулта вĕсем çемйипех Çĕнĕ Сĕнтĕре пурăнма куçнă. Шкул пĕтерсен каччă Патăрьелĕнчи учительсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухса Елчĕк районĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. 1940 çулта Иван Васильевича çара илнĕ. Кĕçех иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланнă. Вăрçă хирĕнче пирĕн ентеш паттăрла кĕрешнĕ, хĕрỹ çапăçура пĕччен юлсан та тăшман çине вут тăкнă. Чарăнми перекен пулемет нимĕç танкĕ ун çине кĕрсе кайсан çеç шăпланать, танк айĕнче çамрăк каччăн чĕри те тапма чарăнать.
Нумаях пулмасть шкулта эпир тăван литература урокĕнче Куçма Турхан çырнă "Пулеметчик Иван Смирнов" ятлă хайлава вуласа тухрăмăр. Смирнов пирки автор çапла çырать: "…Унăн кашни сăмахĕ, кашни утăмĕ çак этем çав тери тỹрĕ кăмăллă пулни çинчен калать. Мĕн тери лайăх çын, мĕн тери лайăх командир", - тенĕ боецсем. Ун хыççăн таçта та кайма хатĕр тăнă салтаксем. "Мĕнле çамрăк, мĕн тери тирпейлĕ, хăйне тытма пĕлекен çын", - тенĕ командирсем. Ăна кирек мĕнле ĕç шанма та иккĕленмен.
Çĕнĕ Сĕнтĕр çыннисем хăйсен ентешĕ Иван Васильевич Смирнов вилнине çуркунне ака умĕн пĕлнĕ. Фронтран, пулеметнăй рота командованийĕнчен, çыру килнĕ. Вăл кĕске çырура рота командирĕпе политрук Иван çемйи патне "Сире нимĕç оккупанчĕсемпе çапăçнă çĕрте Иван Васильевич Смирнов паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен пĕлтеретпĕр",- тесе çырнă. Унтах паттăра пытарнă вырăн ятне асăннă. Паттăр ентеш пирки унăн амăшĕ Пелагея Кирилловна хăй вăхăтĕнче çапла каланă: "… Юрататчĕç Ваньăна пурте, лайăх ачаччĕ. Халь ак ăна вилнĕ теççĕ. Çук, эп çакна ĕненместĕп, вăл вилме пултараймасть, çук, çук".
Тĕрĕс, Пелагея Кирилловна, сирĕн ывăл вилме пултарайман. Сирĕн ывăлăр Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуçне хунă. Ирĕклĕхшĕн, пирĕн халăх пуласлăхĕшĕн пурнăçĕ татăлнă çынсем - вилĕмсĕр. Çапла, пирĕн телейшĕн, çут тĕнчери мирлĕ пурнăçшăн юнлă вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене хальхи ăрăвăн нихăçан та манас марччĕ. Юлашкинчен сăмахăмсене çакăн пек сăвă йĕркисемпе вĕçлес килет:
Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр,
Сирĕн йăхăр сывă пултăр.
Пуç таятпăр тав туса
Аслă вăрçа ылханса.
Валерия КУЗЬМИНА,
7-мĕш класс.
Источник: "Каçал Ен"