31 января 2017 г.
Хырай Ĕнел ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Данилович Воробьевăн вун сакăр çул тултарсан салтак ячĕ тухнă. Ун чухне, 1986 çулта, Тăван çĕршывăмăра сыхлама юрăхлă пулнишĕн сывă та тĕреклĕ яшсем чăннипех мăнаçланнă. 1987 çулхи ноябрь уйăхĕнче вĕсен чаçне васкавлăн хĕрỹ вырăна - Афганистана - илсе кайнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер, унăн тути-масине туллин ас тивнĕ, тăшманпа куçа-куçăн тăни пĕрре кăна мар пулнă, çур çулта чылай çывăх тусне çухатнă, вĕсене тăван тăрăха цинк тупăкпа ăсатнă. Апла пулин те Александр кăмăлне хытарнă, пуçне усман. Ывăлĕ вăрçă хирĕнче пулнă вăхăта амăшĕ Вера Степановна куççульленмесĕр аса илеймест.
- Афган тата Чечня вăрçисем нумай хуйхă кỹчĕç. Çĕрĕпех ыйхă килмен вăхăтсем те сахал мар пулнă. Куççуль чылай юхтарнă. Апла пулин те яланах ывăл тăван киле сывă таврăнасса шаннă, кунсерен кĕл тунă. Мухтав Турра, икĕ вăрçăран та ывăлăма чĕрĕ-сывă тавăрса килчĕ, - каласа парать виçĕ ача амăшĕ.
Данил Семеновичпа Вера Степановна икĕ ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Арçын ачасем çут тĕнчене килсессĕн иккĕшне те салтак атти тăхăнма пил панă. Сăмах май каласассăн, çамрăксен аслашшĕпе кукашшĕ - Семен Воробьевпа Степан Мурнаев - Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Сталинград патĕнчи çапăçусенче пуçĕсене хунă.
Паянхи куна Воробьевсем ачисемпе, мăнукĕсемпе йăпанса пурăнаççĕ. Вĕсене куллен пулăшса пыма та вăй-хал çитереççĕ.
- Пурнăç çăмăл килмерĕ. Хура-шурне сахал мар курнă. Апла пулин те пуçа нихăçан та усман. Ĕçленĕ, тăрăшнă. Кирпĕч çурт лартма вăй-хал çитернĕ, йывăçсем çитĕнтернĕ, ывăлсем çуратнă. Пĕтĕм телейĕм те шанăç - пирĕн йăха тăсакансенче. Вĕсен кун-çулĕ вăрăм та такăр, сывлăхĕ çирĕп пултăр. Çак кунсенче вара Саша ывăл çуралнă кунне паллă тунă май ăна ырлăх-сывлăх сунатăп, йывăрлăха нихăçан та ан парăнтăр, - терĕ шанăçпа пурăнакан Вера Степановна.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"