31 января 2017 г.
Пахчаçă халех канăçсăр - калча çитĕнтерме вăрлăх туянмалла! Хутаçĕсем куçа илĕртеççĕ, паллах. Анчах вăрлăх пахалăхĕ нумайăшне шухăша ярать. "Тимлĕх кирлĕ çав", - теççĕ Россельхознадзор специалисчĕсем.
Кăçал, акă, çулталăк пуçламăшĕнчех Шупашкар хулинче пахча культурисен вăрлăхĕ тĕлĕшпе административлă явап тыттарма тивнĕ. Раççей Федерацийĕн 1997 çулхи "О семеноводстве" 149-мĕш саккунĕн 30 статйипе килĕшỹллĕн, патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртнĕ ял хуçалăх ỹсен-тăранĕсен вăрлăхĕсене кăна сутма юрать. Анчах тĕрĕслев вăхăтĕнче инспекторсем патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен "Скороспелка нежная", "Алекс" - редис, "Мурзилка" - йỹç кăшман, "Дедка" çарăк сорчĕсене тупнă.
Патшалăх аслă инспекторĕ Валентина Никитина каланă тăрăх, кунашкал йĕркесĕрлĕх пĕлтĕр ытларах Канаш, Патăрьел тата ытти районсенчи суту-илỹ вырăнĕсенче пулнă. Çапах нумайрах - Шупашкар хулинче. Шăпах республикăн тĕп хулинче хутаçри вăрлăха ытларах сутаççĕ. Пĕр усламçă, сăмахран, реестра кĕртменнине кăна мар, карантин сертификачĕсĕрех сутнă.
Чăваш Республикинче 2016 çулта вăрлăх енĕпе 74 тĕрĕслев ирттернĕ, саккуна пăснă 61 тĕслĕх тупса палăртнă. Çав шутран 55-шĕ - шăпах вăрлăх сутнă çĕрте. 2015 çулта вара 183 контрольпе надзор мероприятийĕнче йĕркене пăхăнман 146 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнăччĕ.
Пĕтĕмпе ял хуçалăх культурисен 2920,8 тонна вăрлăхĕ тĕрĕслеве "çакланнă". Çавна май 54 протокол, 55 постановлени çырма сăлтав тупăннă, асăрхаттарусем те пулнă.
Вăрлăх пахалăхĕн докуменчĕсенче кăтартусене тĕрĕслес тĕллевпе 155 проба илсе тĕпчеттернĕ, пĕтĕмпе - 523,2 тонна. Лабораторири пĕтĕмлетỹсем çав шутран 35,6 тонна вăрлăх тĕлĕшпе тĕпчев протоколĕсенчи тасалăх тата шăтаслăх енĕпе сведенисене çирĕплетмен.
Суйлама та пĕлмелле!
Вăрлăх туянасси яваплă ĕçех теес килет. Специалистсем вăрлăха ятарлă лавккасенче кăна туянма сĕнеççĕ. Сертификат пирки маларах сăмах пулчĕ-ха. Сутуçăсен кашни парти тĕлĕшпе çак документ пулмалла. Сертификат, кĕскен каласан, тавар хăрушсăрлăхĕн тата пахалăхĕн гаранчĕ.
Анчах тимлĕ пулăр! Сертификатра тата вăрлăх пакечĕсем çинче çырнă информаци пĕр пек пулмалла. Çавăн чухне кăна вăрлăх пахалăхлă теме пултаратпăр. Вăрлăх хутаççисем çинче производитель ятне, адресне тата телефонне; культура, сорт ятне; стандарт паллине, парти номерне; йывăрăшне е шутне, усă курма юрăхлăх вăхăтне кăтартмалла.
Ан ỹркенĕр! Сортсене патшалăх реестрĕнче регистрациленипе кăсăкланăр: интернетри адресĕ - www.gossort.com. Сутуçăсен ал айĕнче те пулмалла вăл. Пахчăра кĕтмен хăнасем килсе кĕресрен фитосанитари докуменчĕсем пуррипе те кăсăкланăр.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ.
Источник: "Каçал Ен"