31 января 2017 г.
Раççей Çар мухтавĕн паллă датисенчен пĕри - февралĕн 2-мĕшĕ. 1943 çулта çак кунхине Сталинград хулине нимĕç çарĕсенчен ирĕке кăларнă. Асăннă çапăçу 1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче пуçланса 200 талăка тăсăлнă, Донпа Атăл юханшывĕсем хушшинче историре чи пысăк çапăçу пулнă. Унта кашни çар енчен 2 миллионран та нумайрах çын, 2 пине яхăн танк, 2 пин самолет, 26 пин тĕрлĕ оруди хутшăннă. Нимĕçсем çав хирĕç-тăрура 800 пин салтак çухатнă, 330 пин ытла салтакĕ, офицерĕ, генералĕ тыткăна лекнĕ.
1965 çулхи майăн 8-мĕшĕнче Сталинграда "Паттăр-хула" хисеплĕ ятпа, Ленин орденĕпе, "Ылтăн çăлтăр" медальпе чысланă.
Источник: "Каçал Ен"