31 января 2017 г.
Раççей промышленноçпа суту-илỹ министрĕ Денис Мантуров январĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта хăй ертсе пыракан министерствăн Промышленноç енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче ăна çĕршывăн апат-çимĕç машиностроенийĕн аталанăвĕн ыйтăвĕсене халалланă. Ларăва Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çĕршыври регионсен профиль министрĕсем хутшăннă.
Денис Мантуров хăйĕн докладĕнче палăртнă тăрăх - пĕлтĕр Раççейри промышленноç производствин индексĕ 1,1 процент хушăннă. Çакăнта патшалăх отрасле пулăшнин витĕмĕ куçкĕрет. Ку енĕпе регионсен пуçарулăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл Чăваш Ене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.
Министр шухăшĕпе, промышленноçа аталантарассинче импорта улăштарас политика лайăх витĕм кỹмелле. Çакăнта вăл республикăри "Чувашторгтехника" предприятие тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Акционерсен уçă обществи туса кăларакан продукцин 35 проценчĕ тулашри рынокра сутăнать. Предприятие малашне аталанса пыма РФ Суту-илỹпе промышленноç министерстви патшалăх енчен пулăшма хирĕç мар.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен промышленноçĕн аталанăвĕпе паллаштарнă. Мăнаçланмалли çук мар. Республика импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет, чикĕ леш енне те чылай продукци ăсатать.
Ларура апат-çимĕç машиностроенине патшалăх енчен пулăшмалли мерăсене сỹтсе явнă. Хальлĕхе ку сферăра импорт тỹпи пысăк. Пулăшу мерисем çав тỹпене чакарса пыма пулăшмалла.
ДЕНИС МАНТУРОВ:
- Промышленноç фончĕсене туса хурас енĕпе регионсен йышĕнче чемпион пур. Вăл _ Чăваш Республики. Чăваш Ен темиçе кун каялла хăйĕн промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 миллиард тенкĕ хывма йышăннă. Маларах вара Санкт-Петербург малтисен йышĕнче пулнă. Вăл 1 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ытти регион та аталанăвăн çакнашкал институчĕсене туса хурасса шанатпăр.
МИХАИЛ БАБИЧ:
- Пирĕн мухтанма сăлтав пур. Округри 115 предприятирен 102-шĕ 8 миллиард тенкĕ ытла патшалăх пулăшăвне илнĕ. Унсăр пуçне промышленноç аталанăвĕн фондĕнчен 7 миллиард тенкĕ займ уйăрнă. Кун йышши фондсем Атăлçи федераци округĕнчи 5 регионта пур. Чăваш Республики çĕршыври чи пысăк бюджетлă регион мар пулин те, 2017 çулта инвестицие аталантарма промышленноç аталанăвĕн фондне 1,5 млрд тенкĕ хума пултарнă.
Источник: "Каçал Ен"